Главная > Публикации > Çĕнĕ çул парни — çĕнелнĕ клуб

Çĕнĕ çул парни — çĕнелнĕ клуб

Юнкун пирĕн районта пурăнакансем хĕлĕн чăн-чăн витĕм-не туйса илчĕç. Сивĕ пит-куçа чĕпĕтрĕ, пĕр вырăнта тăма кăмăллакансене хусканусем тума хистерĕ.
Çакнашкал кăчăр сиввĕн сăлтавне эпир тÿрех тавçăрса илтĕмĕр темелле. Вăл ял тăрăхĕсенчи «резиденцисенче» пурăнакан Хĕл мучисемпе Юр пикесем пурте пĕр харăс туслă йыша пуçтарăннипе çыхăннă ахăртнех. Çакнашкал фестиваль районта çулсеренех иртет, унта уявăн тĕп сăнарĕсем пуçтарăнса мала тухассишĕн тупăшаççĕ. Çав кунтан Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă тĕп мероприятисем официаллă йĕркепе старт илеççĕ теме те пулать.
Çакна палăртма кăмăллă, фестиваль çулталăк вĕçĕнче çĕнĕрен хăпартнă е юсав хыççăн çĕнелнĕ культура учрежденийĕсенче йĕркеленет. Кăçал Çĕнĕ çул уявĕн сăнарĕсем Çÿлти Вăрманялти клубра пуçтарăнчĕç. Уяв хăнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакана — шалти политика управленийĕн начальникне Владимир Степанова тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне — ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова вĕсем хаваслă флешмобпа кĕтсе илчĕç.
Çÿлти Вăрманялти клуба кăçал «Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене аталантарасси» патшалăхăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн юсаса йĕркене кĕртме май килнĕ. Официаллă пай пуçланиччен Владимир Николаевичпа Сергей Геннадьевич районти çамрăк спортсменăн Никита Орловăн Çĕнĕ çул умĕнхи ĕмĕтне пурнăçларĕç, вĕсем ăна çĕнĕ борцовка парнелерĕç. Каччă ирĕклĕ мелпе кĕрешет, спортăн çак тĕсĕнче тăтăшах пысăк çитĕнÿсем тăвать.
Уявра сумлă наградăна тивĕçнисен йышĕнче Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Максимов, унăн çумĕ Александр Павлов тата Çÿлти Вăрманялти клубăн культорганизаторĕ Альбина Михайлова пулчĕç. Мероприяти савăнăçлă концертпа тата фестивале хутшăннă сăнарсем хăйсен пултарулăхне кăтартнипе малалла тăсăлчĕ.
Уяв çĕнтерÿçĕсене палăртнипе тата вĕсене чысланипе вĕçленчĕ. «2022 çулхи Хĕл мучи» Шелттем ял тăрăхĕнче пурăнни паллă пулчĕ. «2022 çулхи Юр пике» титул Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕнче юлчĕ. «2022 çулхи Çĕнĕ çулăн чи лайăх сăнарне» кăшнаруйсем калăплама пултарчĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *