Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > «Вăхăт пирĕн çирĕплĕхе тĕрĕсленĕ»

«Вăхăт пирĕн çирĕплĕхе тĕрĕсленĕ»

Шăхасан салинче пурăнакан Мария Петровна Егорова çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче 95 çул тултарнине паллă турĕ. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ çак ялта иртнĕ.


Ашшĕне вăрçа илсе кайсан, вăл 1942 çулта çапăçу хирĕнче пуçне хунă, Мария амăшне тăватă ачана ÿстерме пулăшнă. Мария Петровнăна хăйпе тантăш Мария Александровăпа пĕрле вăрçа кайма ят тухнă пулнă. Анчах вăл тифпа чирлесе ÿкнĕ те больницăра икĕ эрне тăнсăр выртнă. Çапла вара ăна вăрçа илмен. Сăмах май, Мария Александровна фронтра медсестра пулнă, кайран нумай вăхăт район больницинче ĕçленĕ.
1952 çулта Мария Петровна Егор Егоровпа çемье çавăрнă, тăватă ачана çутă кун пилленĕ. Анчах çемье пуçĕн кун-çулĕ кĕске пулнă, вăл 37 çултах çĕре кĕнĕ. Хĕрарăм ачисене пĕчченех пăхса ÿстерсе ура çине тăратнă. Икĕ ывăлĕ, шел пулин те, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Аслă хĕрĕ Светлана Челябинск хулинче тĕпленнĕ. Кинемей иккĕмĕш хĕрĕпе Людмилăпа пурăнать. Людмила Егоровна районăн тĕп библиотекинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.
Мария Петровна окоп чавма кайнă вăхăтсене лайăх астăвать.
— Вăрçă пуçлансан вăй питти арçынсене пурне те вăрçа ăсатрăмăр. Ялта çамрăксем тата хĕрарăмсем анчах тăрса юлчĕç. Колхоз ĕçĕсем вĕсем çине тиенчĕç: сухаламалла, акмалла, пуçтармалла. Колхозра ытларах лашасемпе тата вăкăрсемпе ĕçлеттĕмĕр. Канашри элеватора лашасемпе тырă леçеттĕмĕр. Вăрман каснă çĕрте нумай вăй хутăм. Шупашкарпа Куславкка хушшинче шоссе сарнă çĕрте ĕçленĕ эпĕ.
1941 çулта хĕлле пире 15-17 çулти çамрăксене — Скворцова Серафимăна, Скворцова Марийăна, Петрова Марийăна тата ыттисене те — Тăвай патне окоп чавма илсе кайрĕç. Шăннă çĕре чавма питĕ йывăрччĕ. Анчах каннă хыççăн вăй кĕретчĕ тата.
Çăпатасем çĕтĕлсе тухсан та улăштарма киле ямастчĕç. Пĕрре çапла пурте лăпланса çывăрма выртсан юлташпа Шăхасана килсе улăштарса кайрăмăр. Ирхине ыттисем вăраниччен вырăна çитрĕмĕр. Никамăн та ниçта та тухса çÿреме юраман, пире никам та сиссе юлаймарĕ. Ун чух çамрăк пулнă çав, утнă чухне утнă, чупнă чухне чупнă. Ĕç хыççăн канма ларсан юрăсем юрлаттăмăр, такмак калаттăмăр. Хăшне-пĕрне кăшт астăватăп-ха.
Ма тухрĕ-ши çил-тăвăл
Ут купине салатма.
Ăçтан тухрĕ ку вăрçă
Пирĕн телее аркатма.

Пирĕн урам симĕсчĕ.
Шур юр çуса шуратрĕ.
Пирĕн сăнсем хĕрлĕччĕ.
Гитлер вăрçи шуратрĕ.
Чана чавать, çĕр чавать.
Чана чавас çĕр марччĕ.
Вăрçă пулман пулсассăн
Çапла çÿрес хĕр марччĕ.
Хăшĕ-пĕри яла каялла килеймерĕ. Скворцова Маюк окоп чавса таврăнсан, йывăр чирлесе пурăннă хыççăн, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Сивĕре йывăр ĕçленисем ахаль иртмерĕç пулĕ çав çамрăксемшĕн. Тăхăнмалли тумтир те хальхи пек мар, начар пулнă. Çанталăкĕ те питĕ сивĕ-ччĕ. Мĕн пур ĕçе алă вĕççĕн тумаллаччĕ. Вăхăчĕ çавăн пек пулнă. Вăл пирĕн çирĕплĕхе вăйлă тĕрĕслерĕ. Пирĕн çам- рăклăх çав йывăр вăхăта лекрĕ, çавах чăтса ирттертĕмĕр. Хамăр ята яман. Çав хаяр вăрçă нихăçан та ан пултăр, пирĕн ачасем, мăнуксем — никам та вăрçă нушине ан курччăр. Мирпе пурăнар, — тет ветеран.

Любовь СЕРГЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *