Среда, 5 октября, 2022
Главная > Публикации > Канаш хулине çур ĕмĕр ытла паха шывпа тивĕçтерет

Канаш хулине çур ĕмĕр ытла паха шывпа тивĕçтерет

Арсентьев Виталий Арсентьевич Канашри «Водоканал» предприятин «Вăтаяль-Канаш» шыв хăпартакан иккĕмĕш участокĕнче мастер пулса тăрăшать. Вăл 1970 çулта Хусанти çыхăну техникумĕнчен вĕренсе тухнă, электрик техник ăсталăхне алла илнĕ.
1961 çултан пуçласа 1964 çулччен хĕсметре пулнă, çар служби унăн Германи çĕрĕ çинче иртнĕ. Инженери çарĕн-че Виталий Арсентьевича отделени командирĕ пулма шаннă, киле вăл сержант званипе таврăннă.
Виталий Арсентьевăн ĕç стажĕ Канашри çыхăну уйрă- мĕнче 1968 çулта пуçланнă. Чи малтан аслă ĕçтешĕсем ăна монтер ĕçне хăнăхтарнă. Алла диплом илсен качча электромеханика куçарнă. 1971 çулта вăл хулари шыв хуçалăхĕнче ĕçлеме тытăннă.
1973 çулта пултаруллă технаре «Водоканалăн» хулана шыв хăпартакан иккĕмĕш участокне ĕçлеме янă, Виталий Арсентьев малтан мастер тивĕçне пурнăçласа пынă. Кĕçех ăна аслă мастера çити хăпартнă.
Вăхăт пĕр сисĕнми малалла шунă, тăван предприятие парăннă çур ĕмĕр тем самантра хыçа юлнă. Апла пулин те Виталий Арсентьевич халĕ те стройра, паянхи кун вăл Вăтаялĕнчен шывпа тивĕçтерекен иккĕмĕш участокăн мастерĕнче вăй хурать.
Пысăк квалификациллĕ специалист çамрăксене хă-йĕн паха опытне вĕрентсе пырать, хулана вăхăтра тата пĕр чăрмавсăр паха шывпа тивĕçтерессишĕн тăрăшать. Ăна ĕçтешĕсем хисеплеççĕ, унăн сĕнÿ-канашне шута илеççĕ.
Тăван предприятире нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Виталий Арсентьевича Раççей тата республика шайĕнчи наградăсемпе пĕрре мар чысланă, халĕ те çулленех хавхалантарса пыма тăрăшаççĕ.
Сăмах май, Вăтаялĕнче тĕпленнĕ ăста технарь пирĕн районти Яманкасси ялĕнче çуралнă. Нина Ивановнăпа ?вăл Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ/ çемье çавăрнă, туслă çемье ултă ача çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Вĕсен 16 мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук.
Çак кунсенче Виталий Арсентьевич 80 çулхи юбилейне паллă тунă. Çуралнă кунпа ăна çывăх тăванĕсем, пĕлĕш-хурăнташĕ, ял-йыш тата ĕçтешĕсем пĕтĕм чун-чĕререн саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей тата вăрăм кун-çул сунаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code