Четверг, 30 июня, 2022
Главная > Публикации > Фронта, партизансен отрядне яма ыйтнă…

Фронта, партизансен отрядне яма ыйтнă…

Паян, нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Валентина Никифоровна Григорьева 95 çулхи юбилейне паллă тăвать. Вăл Çăлпу-çĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Канаш хулинче пурăнать.


Аслă ÿсĕмри ытти çынсенни пекех унăн ачалăхĕ йывăр вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Тантăшĕсемпе пĕрле вĕсем ырми-канми ĕçленĕ, фронта пулăшнă, çемьене тăрантарнă. Килте кĕçĕн шăллĕсемсĕр пуçне фронтри аслă пиччĕшĕсен ачисене те пăхмалла пулнă.
— 1941 çулхи кĕркунне пичче Александр вăрçă хирĕнче хыпарсăр çухални çинчен çыру килчĕ. Юлташ хĕрĕпе Аннапа хуланатухса чупрăмăр та тÿрех çар комиссариатне çул тытрăмăр. Пире те фронта яма ÿкĕтлерĕмĕр, партизансен отрядне çырăнни те кăмăла тивĕçтернĕ пулĕччĕ, анчах та çул çитмен терĕç. Килес çул килсе пăхма каларĕç. Хальлĕхе ĕç вăйĕ тылра та шутсăр кирлине, Çĕнтерĕве вырăнта та туптама май пуррине пĕлтерчĕç.
Хĕрсене çĕвĕ цехне кайса пăхма сĕннĕ. Çав цехра пилĕк çĕвĕ машини пулнă, ăстасем икĕ сменăпа 12-шер сехет ĕçленĕ. Унта çĕвĕçсем çĕр выртма та юлнă. «Эпĕ çĕлеме каснă пусмана йышăнаттăм, цехра салтаксем валли кĕпе-йĕм çĕлетчĕç. Ĕçрен пушăрах чухне табак енчĕкĕ хатĕрлесе фронта ăсататтăмăр. Махоркине аттерен вăрттăн илеттĕм. Килтисем çакна пĕлсен пĕтĕм тăван-пĕлĕшрен мана махорка пуçтарса пачĕç», — аса илет Валентина Григорьева.
Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 53 çулпа танлашать. Вăрçă хыççăн вăл 38 çул Канашторгра сутуçăра ĕçленĕ, кайран хулари полимер заводĕнче 5 çул вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ахаль ларман, Росгосстрах организацире 10 çул страхлав агенчĕ пулса тăрăшнă.
Валентина Никифоровна ĕçчен те çирĕп кăмăллă хĕрарăм, çак паха енсем пурнăçри йывăрлăхсене çĕнсе пыма ăна яланах пулăшнă. Хура-шурне вара сахал-мар курма тÿр килнĕ.
Вăрçă чарăнсан Яманкасси каччипе Алексей Григорьевичпа çемье çавăрнă. Григорьевсем Канаш хулинче тĕпленнĕ, икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Халĕ Валентина Никифоровнăн 11 мăнукпа 17 кĕçĕн мăнук. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтакăн тăлăх арăмĕ шутланать, ăна Ача амăшĕн тата Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн медальсемпе наградăланă.
Хĕрĕсем амăшне куç пек сыхлаççĕ, яланах тимлĕх уйăрма тăрăшаççĕ. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем те çывăх çынни патне час-часах килсе çÿреççĕ.
95 çулти хĕрарăм пурнăç çине çирĕп пăхать, тăн-тăн çÿрет, ăс-тăнĕ çивĕч. Унăн вăрăм кун-çул вăрттăнлăхĕ ырă кăмăллăхĕпе ĕçченлĕхĕнче тата пурнăçа юратнинче пытаннă.
Юбиляра çывăх çыннисемпе пĕлĕшĕсем саламланă май çирĕп сыв-лăх, канлĕ ватлăх тата вăрăм кун-çул сунаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code