Вторник, 4 октября, 2022
Главная > Публикации > Професси уявĕнче вунă автомашина уççийĕсене пачĕç

Професси уявĕнче вунă автомашина уççийĕсене пачĕç

Ветеринарсен кунне халалланă уяв кăçал парнесемпе пуян пулчĕ. Республикăри вунă ветеринари станцине васкавлă ветпулăшу кÿрекен автомашинăсемпе тивĕçтерчĕç.

Ĕçтешĕсен умĕнче Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин ертÿçи Константин Викторов анлă доклад турĕ, ведомствăн çитĕнĕвĕсемпе татса памалли ыйтăвĕсем умĕнче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Ветеринарсен уявĕ Шăхасан салинче районти культура çуртĕнче иртрĕ. Унта Чăваш Енри Министрсен Кабинечĕн Председателĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăнчĕ.

«Хисеплĕ ветеринарсем, сире пурне те професси уявĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан-чĕререн саламлатăп! Выльăх тухтăрĕсем хăйсен ĕçне мĕн авалтан тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă, Раççейре официаллă йĕркепе çак уява саккăрмĕш çул çеç паллă тăваççĕ. Чăваш Енри ветлабораторисем пурнăçпа тан утăмлаççĕ, ятарлă хатĕрсемпе оборудованисем çулсеренех çĕнелсе пыраççĕ. Çак сферăна çамрăксем ĕçлеме килни уйрăмах савăнтарать. Ветеринарсем кашни хуçалăхрах, ял-салара тата хулара кирлĕ. Вăрттăнлăх мар, выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлеме çăмăлах мар, пысăк яваплăхпа тÿсĕмлĕх кирлĕ. Паянхи уява шăпах çакнашкал çынсем пуçтарăннă та, телей, ăнăçу тата çирĕп сывлăх сунатăп», — палăртрĕ Сергей Артамонов.

Республикăри ветеринари тытăмĕнче тăрăшакансене çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов, район пуçлăхĕ Сергей Шерне тата хула администрацийĕн пуçлăхĕ Виталий Михайлов саламларĕç.

Хальхи вăхăтра ветспециалистсем тĕрлĕ органсемпе структурăра тăрăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕх сывлăхне тĕрĕслесе тăнипе пĕрлех хăрушă чир-чĕре сирсе ярас тĕлĕшпе профилактика ĕçĕ çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Професси ăсталăхĕнче палăрнисене уявра тĕрлĕ шайри ведомствăн Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса чысларĕç.

Районти ветеринари станцийĕн ертÿçине Михаил Кошкина нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. Районти выльăх-чĕрлĕх сывлăхне тÿрĕ кăмăлпа пăхса тăракан тухтăрсене Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин, Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин тата район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса хавхалантарчĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code