Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çĕнĕ Кармами выççăлккине — 100 çул

Çĕнĕ Кармами выççăлккине — 100 çул

Чакаç ял тăрăхне Чакаç, Мăкăр, Тури Юнтапа ялĕсем тата Кипечпе Çĕнĕ Кармами выççăлккисем кĕреççĕ.

Çĕнĕ Кармами выççăлкки 1922 çулта Аслă Мами ялĕнчен куçса килнĕ çынсенчен йĕркеленнĕ. Çав çулсенче унта 126 çын пурăннă. 1926 çулта хуçалăхсен шучĕ 28-а çитнĕ, пурăнакансем 125-ĕн пулнă. Кайран йыш ÿссе хушăнса пынă, 1979 çулта çынсен йышĕ 205-е çитнĕ.

Çулсем иртнĕ май ялсем пушанса, унти çуртсем хупăнса пыраççĕ. Халĕ Çĕнĕ Кармами выççăлккинче хĕрĕх ытла хуçалăх, вĕсенче 115 çын пурăнать.

Ялти культура çуртĕнче выр- наçнă сиплев учрежденийĕнче çынсен сывлăхне нумайранпа Марина Валерьевна Васильева пăхса тĕрĕслесе тăрать.

1930 çулта ялта «Мами» колхоз чăмăртаннă. 2010 çулта — «Канаш» пĕрлĕх.

Çак ялта инженер, техника наукисен докторĕ, профессор тата Раççей академикĕ Илья Егорович Илларионов çуралса ÿснĕ. Вăл А.А. Изотов ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ шутланать, М.В. Келдыш, тата К.Э. Циалковский ячĕллĕ ылтăн медалĕсен хуçи. Çав вăхăтрах Раççей наукин техникĕ те.

Асăннă ялта çавăн пекех Раççей спорт мастерĕ, Чăваш Республикин чемпионĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, тренер – Валерий Николаевич Григорьев çуралса ÿс-нĕ.

Çĕнĕ Кармами выççăлккинче «Мами» колхозăн уй-хир бригадирĕ, ферма ĕçченĕ Ольга Михайловна Васильева (1945-2022) ĕçлесе пурăннă. Ăна ĕçри пысăк çитĕнĕвĕшĕн ВДНХан кĕмĕл медалĕпе икĕ хутчен наградăланă. 1987 çулта СССР патшалăх премийĕн лауреатне парса чыс тунă.

Юрий НИКИТИН, общество корреспонденчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *