Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > «Хĕрĕх пĕр çул ĕçлерĕм те пенсие тухрăм

«Хĕрĕх пĕр çул ĕçлерĕм те пенсие тухрăм

— 1976 çулта, Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн, мана, Çĕнĕ Мами хĕрне, направленипе Вăтапуçĕнчи вăтам шкула ĕçлеме ячĕç те унтанпа кунтах тĕпленсе пурăнатăп, — тет педагогига ĕçĕн ветеранĕ Елена Сергеевна Соловьева. — Кайăкял каччипе пĕрлешсе çемье çавăртăмăр. Виçĕ ача ÿстертĕмĕр. Халĕ пирĕн тăватă мăнук.

— Елена Сергеевна, халĕ эпир Вăтапуçĕнчи ял библиотекинче ларатпăр. Ун ертÿçи Юрий Никитин каланă тăрăх, Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнă, Сăрпа Хусан хÿтĕлев сооруженийĕсене тунăранпа 80 çул çитнĕ май сирĕн аса илмелли нумай-и?

— Çак пулăмсемпе манăн 100 çул та çичĕ уйăх пурăннă пысăк аннен — ман хуняма аппăшĕн Ольга Павловнăн пурнăçĕпе çыхăнтарас килет. Вăл Чăваш Республикипе пĕр тан утнă, ăна аталантарас тесе мĕн вăй çитнĕ таран ĕçленĕ. 1920-мĕш çулта çуралнăскерĕн темĕнле хура-шур та, хĕн-хур та курма тивнĕ. Хăш-пĕр самантсенче вăл вăрçă пуçлансан темиçе уйăхран Тăвай районне окопсем чавма кайни çинчен аса илсе каласа паратчĕ. Ял ятне те калатчĕ вăл, халĕ манăçа тухнă та калаймастăп. Тумтир япăх пулнипе питĕ шăннине, шăн тăпрана лумсемпе такканине, апат начар пулнине аса илетчĕ.

Окопсем чавса таврăнсан 1945 çулчченех вăрман каснине, ытти йывăр ĕçсене тунине каласа паратчĕ. «Хĕлле тем пысăкăш хырсене каска пăчкипе касса яраттăмăр та вĕсем çĕре шаплатса ÿкетчĕç», — тенине астăватăп. Çăпатасăр пуçне урана тăхăнмалли атă-пушмак пулман. «Тарăн юр ашса пăрланнă тăласем çĕр каçипе типсе те ĕлкĕрейместчĕç»,- тетчĕ пысăк анне.

— Елена Сергеевна, пĕрремĕш уроксем мĕнле иртнине астумастăр-и?

— Ун чухне пуçламăш шкулта виçĕ çул вĕрентетчĕç. Мана иккĕмĕш класс лекрĕ. Класра виçĕ-тăватă ача вырăссемччĕ, ыттисем чăвашсем. Пĕрисем чăвашла пĕлместчĕç, теприсем — вырăсла. Çакă йывăрлăх кăларса тăрататчĕ. Чăваш ачисен вырăс программипе вĕренмеллеччĕ, вырăсла таса калаçма пĕлеймен ачасене йывăр лекетчĕ. Чăваш ачисен вырăссен программипе вĕреннĕ пирки пĕлĕвĕ начартарахчĕ. Вăхăт иртсен, вырăс ачисем сахалланса юлчĕç те 1983-1984 вĕренÿ çулĕнче çут ĕç министерстви ирĕк панипе чăваш программи çине куçрăмăр. Пĕр харăс икĕ класпа ĕçлени те пулнă.

Малтан кивĕ шкулта ĕçлеттĕмĕр, хĕлле классенче питĕ сивĕччĕ. Пĕрене хушшисенчен çил вĕретчĕ. Мăкне ку енчен тĕртеттĕмĕр те, вăл тепĕр енне сиксе тухатчĕ.

— Сирĕн пуçламăш классемпе миçе çул ĕçлеме тиврĕ?

— 1983 çулта эпĕ Горькири педагогика институчĕн географи факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. Вăтапуçĕнче мана валли вырăн пулмарĕ, вара пуçламăш классенче 24 çул ĕçлерĕм. Унтан завуча лартрĕç. Юлашкинчен 17 çул географи учителĕнче ĕçлерĕм. Ачасем, географи олимпиадисене хутшăнса чылай вырăн йышăнатчĕç. Тĕрлĕрен конкурссенче те лайăх пĕлÿ кăтартатчĕç. Çакăншăн эпĕ питĕ савăнаттăм. Хам та, географи учителĕ пулнă май, республика шайĕнче уçă уроксем панă. Тĕслĕхрен, Шупашкарти гимназире, Çĕмĕрле хулинчи вăтам шкулта тата ытти çĕрте. Çакăншăн Раççей Федераци Çут ĕç министерствин хисеп хутне илме тивĕç пултăм. Вăтапуç шкулĕнче 41 çул ĕçлерĕм те тивĕçлĕ канăва тухрăм.

Пире, çамрăксене, шкулта нумай ĕçленĕ учительсем пысăк пулăшу паратчĕç. Константинов Николай Константинович эпĕ килнĕ чухне шкул директорĕнче ĕçлетчĕ, унтан чылай çул завучра тăрăшрĕ. Вăрçă ветеранĕ, Кайăкял çынни Василий Егорович фронтовик çамрăк учительсене уроксене епле ирттермеллине вĕрентетчĕ.

Халĕ эпĕ пилĕк çул канура. Тата çакна каласа хăварам-ха: эпĕ завуч пулнă чухне Юрий Семенович пирĕн шкул библиотекарĕччĕ. Унпа пĕрле нумай мероприяти ирттернĕ. Уроксенче тĕрлĕрен справочнăй литература кирлĕ пулсан тÿрех ун патне чупаттăмччĕ. Тĕрлĕрен событисемпе çыхăнтарса уçă уроксем ирттереттĕм.

2012 çулта пирĕн çĕршыв Бородино çывăхĕнчи çапăçу пулса иртнĕ-ренпе 200 çул çитнине паллă турĕ. Унта мана та чĕнсе илчĕç. Каймалла-ши, каймалла мар-ши тесе чылай шухăшласа çÿрерĕм. «Кай, кай», — терĕ упăшка. Питĕ интереслĕ пулчĕ. Ĕлĕкхи çапăçăва кăтартрĕç. Францирен нумай делегаци килнĕччĕ.

— Кайăкялĕнче сиплĕ шывран çăвăнса тухма купель туса лартнă. Унтах — часовой.

— Çапла, пирĕн халăх питĕ ĕçчен. Çĕнтерÿ паркĕ тата! Унта хамăр ялти, Çатăрка Çырминчи тата Вăтапуçĕнчи мăшăрланакан çамрăксем вăрçа хутшăннă, вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса пуç тайма, фото çапăнма пырса каяççĕ.

Тата мĕн калас; Çыхма юрататăп. Ытла ятуллах пулмасан та ку ĕç мана питĕ килĕшет.

Юрий Никитин сăн ÿкерчĕкĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *