Среда, 17 апреля, 2024
Главная > Публикации > Музыкăпа поэзи каçĕ иртнĕ

Музыкăпа поэзи каçĕ иртнĕ

Районта Светлана Азаматăн «Асамат эрешĕсем» музыкăпа поэзи каçĕ иртнĕ.

Светлана Азамат пирĕн районти Кайри Ăнтавăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл паллă поэт, юрăç тата композитор. Чăваш Республикин искусствăн тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш Енри Çеçпĕл Мишшин комсомол премийĕн лауреачĕ, Иван Яковлевăн премийĕн лауреачĕ, пĕтĕм Чăваш наци хĕрарăмĕсен Эмине премийĕн лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн писательсен Союзĕн членĕ, Чăваш Республикин композиторĕсен Ассоциацийĕн членĕ.

Пирĕн ентеш 200 ытла эстрада юррин авторĕ, унăн алли витĕр 25 поэт кĕнеки тухнă.

Юратнă сăвăçăн хайлавĕсене вулас тата пултарулăхĕ çинчен ытларах пĕлес текенсем поэзи каçĕнче йĕркеленĕ «Сăвăсем çыратăп, музыкăпа çыхăнатăп» кĕнеке куравĕнче çывăхрах паллашма пултарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *