Среда, 17 апреля, 2024
Главная > Публикации > Акци пырать

Акци пырать

Ачасем преступлени çулĕ çине тăрассине тата йĕркене пăсассине сирсе ярас тĕллевпе йĕрке хуралçисем çулсерен «Полици тата ачасем» акци йĕркелеççĕ.

Кăçал вăл юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа 21-мĕшĕччен пырать. Профилактика мероприятийĕ иртнĕ тапхăрта полици сотрудникĕсем çула çитменнисене уголовлă тата административлă саккун яваплăхне уçăмлатаççĕ, тĕслĕхсем илсе асăрхаттараççĕ.

Тăхăр уйăхра районта çул çитменнисем 4 преступлени тунине шута илнĕ, иртнĕ çулта ку вăхăт тĕлне 7 тĕслĕх пулнă. Хальхи вăхăт тĕлне профилактика учетĕнче 25 пуçтах çамрăк тата йĕркесĕр 54 çемье тăрать.

Акципе килĕшÿллĕн йĕрке хуралçисем Ачча, Пайкилт, Çĕнĕ Чалкасси, Шăхасан, Ямаш шкулĕсене çитсе килнĕ, ачасемпе тĕл пулнипе пĕрлех асăннă ялсенче пурăнакан йĕркесĕр çемьесене те тĕрĕсленĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *