Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Публикации > Кĕнеке хушшине чăваш эрешĕ капăрлатĕ

Кĕнеке хушшине чăваш эрешĕ капăрлатĕ

Чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче чăваш тĕррине халалласа музыкăпа тематика мероприятийĕ иртнĕ. Унта хутшăннисем чăваш эрешĕсене хут çинче сăнарлассипе ăсталăх сехечĕ йĕркеленĕ.

«Мастерская Самоделкина» кружока çÿрекенсем кĕнеке хушшине хумалли закладка ăсталанă, ăна чăваш тĕррисем ÿкерсе илемлетнĕ.

Эрешсене сăрланă чухне ал ĕç ăстисем кашни тĕс пĕлтерĕшне шута илнĕ. Чăваш тĕрринче ытларах чухне хĕрлĕ тĕс тĕл пулать, вăл халăх пурнăçĕпе унăн ăс-хакăлне сăнарлать. Сарă тĕспе чăвашсем хĕвеле, çăлтăра тата ытти çутă хатĕрсене палăртнă.

Чăваш эрешĕсенче çавăн пекех хура тĕсе те тĕл пулма пулать, вăл çĕр анне- мĕре палăртать. Пир çинчи шурă лаптăк таса сывлăшпа сывлăха пĕлтерет.

Кĕнеке хушшине хумалли закладка кашни ачан хăйне евĕрлĕ илемлĕ пулнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *