Вторник, 25 июня, 2024
Главная > Публикации > Яманкасси ялĕ

Яманкасси ялĕ

Ялта колхоз йĕркелени

1929 çулта Яманкассинчи пĕччен хуçалăхлă тăхăр хресчен çемйи колхоза пĕрлешнĕ. колхозăн малтанхи уставĕ ТОС пулнă. 1929 çул вĕçĕнче ял хуçалăх артелĕн уставне йышăннă. Колхоза «Çутталла» ят панă. Ăна ертсе пыма Кузьмин И.К. коммуниста суйланă. 1930 çулта январь уйăхĕнче колхоза чухăн тата вăтам хресченсем нумаййăн пĕрлешнĕ. 1930 çулхи март уйăхĕ тĕлне колхозра 160 хуçалăх шутланнă.

Каярахпа Вăрăм тăрăхĕнчи тăхăр яла пĕр колхоза пĕрлештернĕ, ку колхоза «Гигант №8» ят панă. Колхоз правленийĕ Сиккасси ялĕнче пулнă.

Ялти кулаксем колхоз çинчен суя хыпарсем сарнине пула колхоза пĕрлешнĕ чухăнсемпе вăтам хресченсем «Гигант» колхозран тухма питĕ йышлăн заявлени çырса панă.

Вара Обком çак колхоза салатса кашни ялтах уйрăм колхозсем тума ирĕк панă. Яманкассинче 75 хуçалăх колхоза çĕнĕрен пĕрлешнĕ. Колхоз правленийĕн председателĕ Кузьмин И.К. пулнă.

Колхоза лайăх çĕрсене уйăрса панă, районтан сортлă сĕлĕ вăрлăхĕ пама пулнă. Çав 200 центнер сĕлĕ вăрлăхне илме апрелĕн 23-мĕшĕнче колхозниксем 25 лавпа тухса кайнă. Вĕсем каялла таврăннă çĕре колхоз вăрлăхне хунă кĕлет çумĕнчи армана халăх тăшманĕсем вут тĕртнĕ. Çапах та районтан вăрлăх тиесе таврăннă колхозниксем вăрлăх хунă кĕлете хăтарса хăварнă. Çав кунах ял кулакĕсем хĕтĕртнине пула 26 хуçалăх колхозран тухма заявлени панă. Çапла вара 1930 çулхи çур аки тĕлне колхозра 49 хуçалăх юлнă.

Колхозниксем çак çул вăйлă тыр-пул туса илнĕ, патшалăха планран ирттерсе тырă нумай сутнă. Патшалăх Яманкасси ялĕнчи колхозниксене молотилка, жнейка, мануфактура, çĕвĕ машини, сăмаварсем парса хисеп тунă. Çакна курсан халиччен иккĕленсе пурăннă вăтам хресченсем те колхозалла туртăннă. Çапла, Яманкассинчи чухăн хресченсемпе вăтам хресченсем колхоза пĕрлешнĕ.

Халăха вĕрентес ĕç 1930-1938 çулсенче

1930 çул тĕлне Яманкасси ялĕнче ачасене вĕрентме ятарласа лартнă шкул çурчĕ пулман. 1930 çулта ялта тă-ватă учитель пулнă. Ачасене ялти пушă çуртсенче, хуçисемпе калаçса килĕшсе, хваттер илсе 4 класс таран вĕрентнĕ. Ачасем 5-мĕш класа Сиккассине кайнă, унта каяйманнисем вĕренеймесĕрех юлнă.

Шкула вĕрентме янăшăн хуçисене хваттер укçине патшалăх тÿленĕ. Партипе правительство шкул çине тимлĕн, çаврăнса пăхнă, анчах вăл вăхăтра тăруках пирĕн ял ачисем валли çĕнĕ шкул туса парайман-ха.

1931 çулта ялти коммунистсем тăрăшнипе Николаев Капитон тата Пониралов Василий кулаксенчен туртса илнĕ икĕ пÿрте, Хыçалкасри Максимов Иван максимович пурăнакан вырăна, кута-кутăн лартса вĕсен хушшине тепĕр класс çĕнĕрен пураса, виçĕ класс вырнаçмалăх шкул çурчĕ туса лартнă.

1931-1932 вĕренÿ çулĕнче Яманкасси ачисем пуçласа пĕрле шкул çуртĕнче вĕренме пуçланă. Пĕрремĕш класа тин çеç педучилище вĕренсе пĕтернĕ, Тăвай районĕнчи Тĕмер ялĕнче çуралса ÿснĕ çамрăк каччă Чумушев Николай Егорович вĕрентме пуçланă. Кĕркуннехипе çуркуннехи лайăх кунсенче вăл кашни канмалли кунах килне çÿренĕ. Шăматкун, пысăк перемена вăхăтĕнче

хваттерне кайса çул çине тухмалли тумтирне шкула илсе килсе хунă, уроксем пĕтсен хваттерне кайса çÿремесĕрех уринчи ботинкине хывса шурă çăпата сырнă. Вара ботинкине çурăм хыçне çакса вăрман урлă тÿрех Тĕмере кайнă. Кашни шăматкунах ачасем килĕсене кайма васкамасăр учителе ăшшăн ăсатса янă.

Чумушев Н.Е. пирĕн ялта икĕ çул ĕçленĕ. Унтан ăна 1933 çулта ĕçлеме урăх çĕре куçарнă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланичченех учительте ĕçленĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçне хунă. Чумушев Н.Е. учитель ятне ял çыннисем халĕ те ырăпа асăнаççĕ.

Çав çулсенчех 2-3 классене Лантиков Иван Сергеевич вĕрентнĕ. Вăл Хучел ялĕнчен пулнă. Çак çулсенче пирĕн «Çутталла» колхоз Чăваш Республикинче чаплă колхозсенчен пĕри пулнă. Пирĕн колхоза нумай çĕртен курма килнĕ. Чăваш писателĕсем Хумма Çеменĕ, Шăпчăк, Данилов-Чалдун, Н. Шупуççынни пулнă. Ялта çичĕ çул вĕренмелли шкул уçассишĕн Хумма Çеменĕ питĕ тăрăшнă.

Партипе правительство Яманкассинчи ĕç çыннисем ыйтнине тивĕçтерсе 1934 çулта ялта çичĕ çул вĕренмелли шкул уçнă. Анчах ачасене вĕрентме классем çитмен пирки вăхăтлăха классем тума колхозăн обществăлла çурчĕсене арендăна илнĕ.

1933-1934 вĕренÿ çулĕнче 3-мĕш класс ачисене вĕрентме Кудрявцев Владимир николаевич килнĕ. Вăл кунта икĕ çул ĕçленĕ. Икĕ çул хушшинче вăл ачасене вĕрентнипе пĕрлех ялти халăх культурине ÿстерес тĕлĕшпе те пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Вăл тăрăшнипе ялти комсомол ячейки татах тĕрек-леннĕ, çамрăксем хушшинче спектакль лартасси йĕркеленнĕ. Вăл Яманкасси ялĕнчех авланнă. Унăн туйĕнче ялти çамрăксем юрланă, ташланă, ĕçкĕпе иртĕхни пулман. Çавăнпа унăн туйне ватăсем «совет туйĕ» тенĕ.

1934 çулта ялта çичĕ çул вĕренмелли шкул уçсан унăн директорĕ пулма Поляков Петр Михайлович юлташа лартнă. Вăл математика вĕрентнĕ. Шкула географипе вĕрентме Карташов Иван Павлович, биологипе вĕрентме Кириллов Михаил Кириллович юлташсем килнĕ.

1936 çулта, вĕсемсĕр пуçне, 5-7 классенчи ачасене вырăс тата чăваш чĕлхипе вĕрентме чăваш писателĕ Марк Сергеевич Терентьев ?Аттай/ юлташ килнĕ. Вăл чăваш ачисене вырăс чĕлхине вĕрентес тĕлĕшпе пысăк ĕç тунă. Ачасене кунсерен çĕнĕ сăмахсем вĕрентсе, вĕсен сăмах пуянлăхне ÿстерсе пынă. Кунсăр пуçне вăл чă-ваш чĕлхипе литературине те юратма вĕрентнĕ. Шкулта литература кружокĕ йĕркеленĕ, литература журналĕ кăларма тытăннă.

Марк Аттай пулăшнипех 1936-1937 вĕренÿ çулĕнче 7-мĕш класра вĕреннĕ ачасем: Чичканов П.Н., Краснов Н.М., Александров Н.А. сăвăсем çырма пуçланă. Хăйсен сăввисене районта тухса тăракан «Социализмшăн» хаçатра пичетлекеленĕ. Анчах çак çулсенче те шкулăн хăйĕн çурчĕ пулман, аслă классенче вĕренекенсем колхозăн ясли çуртĕнче тата хальхи вăхăтра конюхсем пурăнакан пÿртре вĕреннĕ.

1937 çулта Яманкасси шкулĕ пĕрремĕш хут ачасене çичĕ çул вĕрентсе кăларнă. Вăл çулхине 7-мĕш класран çак ачасем вĕренсе тухнă: Алексеев Варсонофий, Александров Николай, Иванов Василий, Чичканов Петр, Федорова Мария, Федорова Матрена, Паев Александр, Зайцева Мелания, Игнатьева Елена, Андреева Ольга, Павлов Николай, Сафронов Алексей, Александрова Анна техниксем пулса тухнă. Александров Н. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçса вилнĕ. Паев А.О. Орел облаçĕнче ĕçленĕ.

Чичканов П.Н. Улатăрти художество училищине вĕренме кĕрсе художник пулса тухнă. Халĕ вăл Киевра «Украина» журнал редакцире художникра ĕçлет.

Зайцева Мелания, Игнатьева Елена тата Андреева Ольга Канашри медучилищĕне вĕренсе пĕтернĕ. Халĕ вĕсенчен Зайцева М.Д. Хусанта, Игнатьева Е.И. Куславкка районĕнче,

Андреева О.А. Шупашкарта райбольницăсенче ĕçлеççĕ. Краснов Н.М. малтан юристсен шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Вăрçă хыççăн Хусанти юридици институтне вĕренсе пĕтернĕ. Нумай çул Канаш районĕн прокурорĕ, Чурачăк районĕнче КПСС райкомĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ. Халĕ Етĕрне районĕн прокурорĕнче ĕçлет.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *