Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Публикации > Республикăри шкул автобусĕсен паркĕ çĕнелнĕ

Республикăри шкул автобусĕсен паркĕ çĕнелнĕ

«Çĕнĕ çул уявĕ умĕн шкул автобусĕсен черетлĕ пысăк партине паратпăр. 55 автобус 22 муниципаллă пĕрлешĕвĕн 54 шкулне кайĕ. Çакă шкул автобусĕсен паркне витĕмлĕ çĕнетме май парĕ. Маларах регион шучĕпе виçĕ автобус туянса панăччĕ, вĕсем лини çинче ĕçлеççĕ», — палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕнĕ шкул автобусĕсен уççийĕсене панă май.

Канашри муниципаллă округ Шупашкартан ултă автобуспа таврăннă. Вĕсене Вырăскас Пикших, Карăклă, Пайкилт, Вăтакас Кипеч, Вăтакас Татмăш тата Ачча шкулĕсене панă.

«Кашни автобуса хăрушсăрлăх хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ, «ГЛОНАСС» система вырнаçтарнă. Çакă шкул ачисене тĕрĕс тĕкел турттарма май парать», — каласа кăтартнă Канашри муниципаллă округăн пуçлăхĕн çумĕ — вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи Лариса Сергеева.

55 автобусран иккĕшĕ Канаш хулинче тата Куславккари муниципаллă округра уçăлнă çĕнĕ маршрутсем çине тухĕç, 53-шĕ кивелнисене улăштарĕç. Республикăри шкул автобусĕсен паркĕнче 380 техника шутланать, вĕсем 12,5 пин ачана турттараççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *