«Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци малалла пырать. Кивĕ Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Канаш енри тепĕр ачан асамлă ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ.
Канашри муниципаллă округăн пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата унăн çамрăксен енĕпе ĕçлекен канашлуçи Наталья Комиссарова Çеçпĕл ялне çитсе килчĕç.
12 çулти Мария Çеçпĕл шку- лĕнче 6-мĕш класра вĕренет. Çĕнĕ çул çырăвĕнче вăл блендер тата телефон аккумуляторне вăй пама пулăшакан заряд хатĕрĕ илес ĕмĕт пуррине палăртнă.
Хĕрача сывлăхшăн усăллă çимĕçсенчен тĕрлĕ коктейль туса ĕçме кăмăллать, блендер çак ĕçе пурнăçлама питĕ меллĕ хатĕр тесе çырнă вăл çырура. Сергей Николаевич Мария ĕмĕтне туллин пурнăçларĕ, Power Bank тата блендер парнелерĕ, шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыма ăнăçу сунчĕ.
«ЭпирПĕрле» муниципаллă штаб ертÿçи Наталья Комиссарова та хăнана пушă алăпа пыман, вăл пикене пылак парне, органайзер тата канцеляри хатĕрĕсем пачĕ.
«Ачасем хăйсене килĕшекен тата кирлĕ япаласене палăртаççĕ çырăвĕсенче. Музыка инструменчĕ, спорт хатĕрĕ тата тетте ыйтакан та пур. Çавăнпа çак ыр кăмăллăх акцийĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртса хăварас килет. Аслисен пĕчĕккисене савăнăç кÿме май пур чухне епле айккинче юлăн», — терĕ Сергей Михайлов.
«Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци Чăваш Енре нарăс уйăхĕчченех пырĕ. Эппин, тата чылай ача ĕмĕчĕ пурнăçланас шанăç пур.