Пĕтĕм Раççейри «Кĕнекене юратса парнеле» акци кăçалхипе çиччĕмĕш хут иртрĕ. Ăна вулавăша парнелемелли пĕтĕм халăхсен хушшинчи куна халалланă. Вăл нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа 14-мĕшĕччен пынă.
Çак акцие Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче пурăнакансем те хастар хутшăнчĕç. Энтрияль, Янкăлч тата Вăтапуç салисенче настоятель пулса тăрăшакан Вадим Семенов иерей хĕрĕпе Раисăпа пирĕн ялти вулавăша тĕрлĕ жанрлă кĕнекесем парнелерĕç.
Кĕнеке фончĕ ача-пăча тата аслисен илемлĕ литературипе пуянланчĕ. Унсăр пуçне иерей православи кĕнекисене, Чăваш митрополийĕ кăларакан «Бог и человек» журналăн чылай номерне илсе килнĕ. Куншăн эпир савăнтăмăр, чĕререн тав турăмăр.
Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче çулсерен православи кĕнекисен кунĕ иртет. Ăна халалласа вулавăшра пысăк курав йĕркелеме ятарлă литература çителĕклĕ халĕ.
Татьяна НАЗАРОВА, вулавăш ĕçченĕ