Вторник, 25 июня, 2024
Главная > Публикации > Вĕренÿри çĕнĕ меслетсемпе тухăçлă усă курчĕç

Вĕренÿри çĕнĕ меслетсемпе тухăçлă усă курчĕç

Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Уçырмари вăтам шкулта муниципалитет шайĕнчи «Чи лайăх чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ» конкурс иртрĕ.
Вăл тăватă тапхăрпа пычĕ: «Урок», «Класс сехечĕ», «Ăсталăх класĕ» тата «Методика çÿпçи». Конкурс тĕллевне туллин пурнăçламашкăн кашни вĕрентекен вĕренÿри çĕнĕ меслетсемпе тухăçлă усă курма тăрăшрĕ.
Тÿресен пĕтĕмĕшле хаклавĕ тăрăх, «Чи лайăх чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ» конкурсăн çĕнтерÿçи ята Çеçпĕл вăтам шкулĕнче пуçламăш класра чăваш чĕлхипе литературине ертсе пыракан Надежда Пет- ровна Михайлова тивĕçрĕ.
Иккĕмĕш вырăна Марина Анатольевна Зайцева тухрĕ, вăл Вăрăмпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ĕçлет.
Уçырмари вăтам шкулта тăрăшакан Елена Мефодьевна Васильева виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Совет Союзĕн Геройĕ А.П. Петров ячĕллĕ Аччари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пуçламăш класра ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Наталия Станиславовна Семенована тÿресем лауреат ята пама йышăнчĕç.
Мала тухнă вĕрентекенсене чун-чĕререн саламлатпăр, Надежда Петровна Михайлована Канашри муниципалитет округ чысне республика шайĕнче тивĕçлĕ хÿтĕлеме ăнăçу сунатпăр.
Конкурса çÿллĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн Уçырмари вăтам шкул ертÿçине Людмила Анатольевна Пантелеймонована тав тăватпăр.

Валентина ИВАНОВА, чăваш чĕлхипе литературин методисчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *