Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Педагогика ĕçĕнче 45 çул тăрăшнă

Педагогика ĕçĕнче 45 çул тăрăшнă

Пайкилт ялĕн Хисеплĕ çынни, ачасене вĕрентес ĕçре 45 çул вăй хунă Алексей Ильич Ильин ака уйăхĕн пуçламăшĕнче 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранне ĕçтешĕсемпе юлташĕсем ялти шкулта чысларĕç.

Юбиляра çуралнă кунпа Çĕнĕ Мамин Хисеплĕ çынни Петр Николаев, асăннă ялта пурăнакан Александра Ильина, Шупашкар хулинчен килнĕ татьяна Горбунова, Тăрăн тата Пайкилт шкулĕнчен тĕрлĕ вăхăтра вĕренсе тухнă çывăх çыннисем: Людмила Григорьева (Саратов хули), Елена Филиппова (Малтикас ялĕ), Надежда Ефимова (Чурачăк сали), Валентина Ефимова (Шупашкар хули), Юрий Ивановпа Иван Семенов (Красноармейски сали), Тăрăн ялĕн хисеплĕ çынни Алевтина Волкова, «Цивиль» хуçалăх ертÿçи Вениамин Ефимов, Канашри муниципаллă округăн депутачĕ Руслан Григорьев, вырăнти ветерансен канашĕн ертÿçи Валентина Григорьева тата ыттисем ăшшăн саламларĕç.

Савăнăçлă уява Пайкилт шкулĕн директорĕ Владислав Ильин уçрĕ. Вăл зала пуçтарăннисене юбилярăн кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Алексей Ильич Пайкилт ялĕнче 1943 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Çĕнĕ Мамири çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă. Шăхасан шкулĕн-че пĕлĕвне малалла аталантарнă. Унăн ашшĕ, Илья Григорьевич Григорьев, Шăхасан шкулĕнче вĕреннĕ çулсенче Çеçпĕл Мишшипе юнашар пĕр парта хушшинче ларнă.

Алексей Ильин 1960 çулта И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне (халĕ университет) вĕренме кĕнĕ. Тепĕр тăватă çултан физикăпа математика предметне вĕрентекен педагог дипломне алла илнĕ.

Çамрăк специалиста Шуркассинчи вăтам шкула ĕçлеме янă. Çав çулах салтака кайма ят тухнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă хыççăн педагог Канашри 5-мĕш шкулта ĕçлеме тытăннă.

1969 çулхи çурла уйăхĕнче Алексей Ильича Тăрăнти 8 çул вĕренмелли шкула директор çумĕ пулма куçарнă, çав вăхăтрах вăл ачасене физика предметне те вĕрентнĕ.

1981 çулхи кăрлач уйăхĕнче Çĕнĕ Мамири тата Тăрăнти сакăр çул вĕренмелли шкулсене хупса Пайкилт ялĕнче çĕнĕ вăтам шкул хута янă. Алексей Ильич унта физика предметне ертсе пынă, общество ĕçне хастар хутшăннă. «Цивиль» колхозăн пĕрлештернĕ хорне çÿренĕ, тĕрлĕ ăмăртура палăрнă.

Вăл вĕрентсе хатĕрленĕ ачасем физика тата математика предмечĕсемпе йĕркеленĕ олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăннă, шашка-шахмат вăййисенче республика шайĕнче çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Вырăнти пĕр ял уявĕ те унсăр иртмен.

Педагогика ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Алексей Ильича РСФСРăн Çут ĕç министерствин, Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин Хисеп грамотисем тата тĕрлĕ наградăпа чысланă. 2016 çулта пултаруллă ентеше «Пайкилт ялĕн Хисеплĕ çынни» сумлă ят панă.

Уяв шкул ачисен концерчĕпе малалла тăсăлчĕ. Вĕсем хăнасене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Шкул директорĕн çумĕ Ирина Романова ертсе пынă концерт программи калама çук пуян пулчĕ.

Алексей Ильич тĕрлĕ хаклă парнене тивĕçрĕ çав кун. Тухса калаçакан кашни çын юбиляра çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телейпе савăнăç тата хастарлăх сунчĕ.

Михаил ИВАНОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *