Среда, 21 февраля, 2024
Главная > Публикации > Çĕр ĕçченĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене пуçăнчĕç

Çĕр ĕçченĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене пуçăнчĕç

Канашри муниципаллă округăн ял хуçалăх ĕçченĕсем уй-хир ĕçĕсене пуçăнчĕç. Хирте механизаторсем çĕр çинчи нÿрĕк шайне тытса юлассипе тата кĕрхи культурăсене апатлантарассипе тимлеççĕ.

Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче тăрăшакансем пуринчен малтан нумай çул ÿсекен курăк анисене сÿреме тухнă. «Кировец» тракторпа Андрей Никифоров çак ĕçе 100 ытла гектар çинче пурнăçланă, малалла та тухăçлă ĕçлесе пырать.

«Канмаш» агрофирмăра кĕрхи культурăсене апатлантараççĕ. «Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕн механизаторĕсем хăйсен уйĕсем çинче çак яваплă ĕçе вĕçленĕ хыççăн пире пулăшма килчĕç. Халĕ вĕсем кĕрхи тулă уйĕсем çине ятарлă агрегатпа аммиак селитри хываççĕ», — каласа кăтартрĕ хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ Валерий Лапшин. Асăннă хуçалăхра кĕрхисем 900 гектар йышăнаççĕ.

Кĕрхисене муниципаллă округра пĕтĕмпе 5900 гектар çинче акса хăварнă. Ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем кĕрхи калчасен уйĕсемпе паллашнă хыççăн вĕсем лайăх хĕл каçнине, вăхăтра пулăшсан вăй илсе каяссине пĕлтернĕ.

Çурхи ĕçсене туса ирттерме ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 3789 тонна вăрлăх тĕрĕслеттернĕ, ку вăл кирлин 117 проценчĕпе танлашать. Тĕрĕслеве тăратнă вăрлăха йăлтах кондицие лартса çитернĕ.

Уй-хир ĕçĕсемпе ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Виктор Васильев тата Валерий Долгов специалист тăтăшах вырăна тухса паллашаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code