Среда, 30 октября, 2024
Главная > Публикации > Аван çурхи вăрманта!

Аван çурхи вăрманта!

Хĕвеллĕ ăшă кун Энтрияль культура çуртĕнчи кружока çÿрекен ачасем ял çывăхĕнчи вăрман уçланкине экскурсие кайрĕç. Хĕвел çуллахи пек йăл кулса пăхрĕ, ачасен кăмăлне тивĕçтерчĕ: хăйĕн ылтăн пайăркисене çĕр çине сапаларĕ.

Мĕн тери лайăх çуркунне! Тĕнче вăранать – йĕри-тавра симĕс курăк шăтать, тĕрлĕ кайăк савăнса юрă шăратать! Тăван вăрмана кĕрсенех ачасен чун-чĕринче савăк туйăмсем çĕкленчĕç. Йывăç çулçисем, чечексем хĕллехи тĕлĕкрен мĕнле вăранса тухнине тимлĕн сăнарĕç.

«Ара, вăрман – пирĕн çут çанталăкăн уйрăлми пайĕ-çке, тăван тавралăхăн илемĕ. Çакнашкал экскурси ачасене экологи воспитанийĕ парассинче хăйне евĕр интереслĕ те пуян содержаниллĕ заняти пулса тăрать. Çут çанталăк илемĕ ачасен чун-чĕринче эстетика туйăмĕсене аталантарма пулăшать. Пĕрлех вăрманти уçă сывлăш тата активлă хускану сывлăха та çирĕплетет. Экскурсире эпир ачасемпе çурхи викторина ирттертĕмĕр, спорт вăййисем вылярăмăр, уçă сывлăшра апат та çыртса илтĕмĕр», – каласа кăтартрĕ Энтрияль ялĕнчи Культура çурчĕн ертÿçи Наталия Александрова.

Экскурси ачасене питĕ килĕшрĕ. Каялла таврăннă чухне те вĕсем пĕр-пĕрне пÿле-пÿле вăрманта хăйсем курнă интереслĕ пулăмсем çинчен калаçрĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *