Главная > Публикации > Пĕрремĕш каналпа кăтартĕç

Пĕрремĕш каналпа кăтартĕç

Пĕрремĕш каналпа кăтартакан «Поехали!» передачăна хатĕрлекен ушкăн Çĕнĕ Шелттемре пулнă. Унта вĕсем пылпа ĕçлекен «Мелилотус» кооперативăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

Хăнасене предприяти ертÿçи Николай Николаев тата вырăнти «Элгер» фольклорпа эстрада ушкăнĕ кĕтсе илнĕ. Передачăна ертсе пыракансем Мария Осадникпа Евгений Покровский чăваш пылĕпе квасне тутанса пăхнă, карас шăратса çурта ăсталанă.

Чăваш Ен çинчен ÿкернĕ сюжета «сенкер» экран çине çу уйăхĕн пуçламăшĕнче кăларĕç, унта канаш- сене те асăнса хăварни мăнаçлăх туйăмĕ çуратать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *