Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çамрăксем çара каяççĕ

Çамрăксем çара каяççĕ

Апрелĕн 18-мĕшĕнче призывпа çара каякансен пĕрремĕш ушкăнне ăсатрĕç, çав шутра икĕ çамрăк — Канаш хулинчен, çиччĕн — Канаш округĕнчен, пĕр çын — Тăвай округĕнчен.

Каччăсем медицина комиссине тухнă чухне тата призыв комисси- йĕн ларăвĕ вăхăтĕнче хăйсем çара каяс кăмăллине палăртнă. Çамрăксем ÿт-пÿ енчен тĕрлĕрен аталаннă, çар служби вăхăтĕнче вара вĕсем спортпа пиçĕхĕç, патварланĕç. Ятарлă режим тăрăх пурăнни тата апатланни, куллен тренировкăсем туни усса каятех. Халĕ салтак атти тăхăннă каччăсем космос тата тип çĕр çарĕсенче службăра тăрĕç, çар специальноçĕ илĕç.

Служба вĕçлениччен çур çул юлсан вĕсене контрактпа службăра тăма сĕнме пултараççĕ. Çакна валли кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен ырă енсем, лайăх аталаннă ÿт-пÿ, вĕренÿ шайĕ кирлĕ. Хальхи вăхăтра çарта вĕреннĕ çынсене хаклаççĕ, мĕншĕн тесен çĕнĕ йышши техникăпа ĕçлеме лайăх пĕлÿ кирлĕ. Вăтам техника пĕлĕвĕллĕ тата аслă пĕлÿллĕ çамрăксен тивĕçлĕ вăхăтлăх служба вырăнне 2 çула тăсăлакан контракт çырма май пур.

Ашшĕ-амăшĕ, юлташĕсем, савнă хĕрĕсем çара каякансене службăна тивĕçлĕн ирттерме, такăр çулпа утма сунчĕç. Çветтуй Николай ячĕллĕ храмăн священнослужителĕ Серафим атте çамрăксене çула тухма пиллерĕ. Вăл салтаксене Тăван çĕршыва упрама, несĕлсен йăли-йĕркисене тытса пыма, тăвансемпе çывăх çынсене яланах асра тытма сунчĕ.

Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай округĕсемпе ĕçлекен çар комиссарĕ Евгений Семенов та çар ретне тăракансене чыслăн службăра тăма, киле тĕрĕс-тĕкел таврăнма сунчĕ.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *