Иртнĕ канмалли кунсенче Чакаçсемпе Мăкăрсем пĕтĕм Раççейри субботнике хутшăнчĕç, сăваплăран та сăваплă вырăна – масара çÿп-çапран, хăрнă йывăç-курăкран тасатрĕç, картасене сăрларĕç.
Чакаçсемпе Мăкăрсем, 60 яхăн çын вăй хучĕç асăннă субботникре, масар территорине илемпе хăтлăх кĕртрĕç.
Паллах, асăннă ыйту çивĕч тĕрĕслевре. Палăртса хăварма кăмăллă, Чакаç ял тăрăхĕн fдминистрацийĕнче вăй хуракансем мехел тупса, халăхпа пĕр шухăшлă пулса, çирĕп те туслă чăмăра пуçтарăнса ырă ĕçсен акцине кулленхи ĕçшĕн мар, чун-чĕре ыйтнипе хутшăнаççĕ. Уйрăмах Чакаçри территорилле округăн пуçлăхĕ Алексей Алексеев халăхпа пĕрле пулни савăнтарать. Ку хутĕнче те Алексей Витальевич алран мотор пăчкине ямарĕ, хăрса типнĕ йывăçсене татса хĕрарăмсене пулăшса тăчĕ. Чакаçсемпе Мăкăрсен туслăх кĕперĕ çирĕплентĕр. Умра палăртса хунă ырă ĕçсем чылай-ха. Апла пулсан çирĕп шанатпăр: хамăрăн çуралнă, е кунта тымар янă, мухтавлă тăван ене илемпе хăтлăх кĕртетпĕрех, аслă ăрун пехилне асра тытса çитĕнекен ăрăва ырă ĕçсене пурнăçлама хăнăхтаратпăр.
Пирĕнтен уйрăлнисем пирĕн ырă ĕçсем кал-кал пынине курса савăнса тăрĕç, умри çулсене уçса пырĕç.
Ырă ĕçсен акцийĕ малалла пырать. Чун-чĕреллĕ ĕçченсене пурне те палăртнă ĕçсене хастар хутшăнма ыйтатпăр.
Пирĕн ырă ĕçсем – çитĕнекен çамрăк ăрун çутă пуласлăхĕшĕн, чечен Чăваш енпе Раççейĕн лăпкăлăхĕшĕн.
Вероника Иванова