Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > «Аслут» ушкăнюбилейне паллă турĕ

«Аслут» ушкăнюбилейне паллă турĕ

Раштав уйăхĕн вĕçĕнче Шуркасси клубĕ çумĕнчи «Аслут» ушкăн хăйĕн пилĕк çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак пултарулăх ушкăнĕ 2018 çулта кĕркунне чăмăртанчĕ.

Ушкăна йĕркелесе яраканĕ вырăнта культура ĕçне йĕркелесе пыракан Людмила Филиппова пулчĕ. Пĕрремĕш концерт программи, Аннесен кунне халалланăскер, чÿк уйăхĕн вĕçĕнче иртрĕ. Клуб çумĕнчи ачасен «Ромашки» ташă тата хĕрсен «Пирĕшти» ушкăнсем вăл кун хăйсен пултарулăхĕпе концерт программине пуянлатрĕç.

Ушкăн паллă ентеш, журналист, çыравçă тата публицист Александр Аслут ячĕпе хисепленсе тăрать. Александр Николаевич Николаев (Аслут) 1930 çулта, раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Ешкилт ялĕнче çуралса ÿснĕ. Юбилей каçне эпир пирĕн ентеше халалласа та ирттертĕмĕр. Мĕнле лайăх ял ятне çÿле çĕклекен паллă ентешсем пурри.

Ушкăнăн уяв концерчĕсене чи малтан Николай Иванов купăсçă илемлетсе пычĕ. Çулталăкран купăс кĕвви калама Владимир Ксенофонтов кăмăл турĕ. Тепрер çултан ушкăн йышне Владимир Емельянов хутшăнчĕ.

Çак çулсенче «Аслут» ушкăн ялти сцена çинче кашни уяврах концертпа куракансене савăнтарма тăрашрĕ. Çав вăхăтрах кÿршĕ ялсенче иртекен ял уявĕсене те хутшăнчĕ. Вăрнар тăрăхĕнчи ялсен тата районти Акатуй сценисем çине те тухса курчĕ. Ушкăна çÿрекен хĕрсемпе каччăсене эпĕ пĕрлехи ĕçре пулăшса пынăшăн тав тăватăп. Сывлăх, хăватлăх тата ыррине кăна сунатăп. Малалла та «Аслут» ушкăн ятне пĕрле аталантарса пырасчĕ.

Юбилей тĕлне «Аслут 2018 — 2023 çулсенче» ятпа асăнмалăх сăн ÿкерчĕксен баннерне туса хатĕрлерĕмĕр. Халĕ асра юлнă пысăк мероприятисен ÿкерчĕкне курса савăнма пулать.

Кĕпе-тумтирсĕр паллах сцена çине тухаймастăн. Ĕлĕкхи кĕпе, саппун, сурпан, шурă пир, улача, хурталлă саттин, катампир кĕпесем сахал мар халь пирĕн. Ушкăна хутшăнакансем вĕсене майласа хитрелетрĕç. Хушпу, ум çакки, хрес кантри, сурпан тата ытти хатĕрсене çĕнетсе илемлетрĕç. Савăт-сапа, сăхман, çăпата таврашĕ паракансем те тупăнчĕç. Тĕрленĕ сĕтел çитти, ал-шăлли те чылай пырса пачĕç. Хĕл мучипе Юр пике тумтирĕ те çынсем тунă парне. Гитара, балалайка та парнелерĕç, калама пĕлекенĕ кăна кирлĕ. Ĕлĕкхи йăла-йĕркене сăнарласа кăтартнă чухне усă курмалли япаласене маларах пуçтарма пуçламалла пулнă. Шел пулин те, килсенчен кăларса пăрахнă ку таранччен. Клуба валли япаласем паракансене ятран çырса тăмăп. Ман вĕсене чĕререн тав сăмахĕ калас килет. Хăйсем панă япалисемпе туллин усă курнине курса вĕсем савăнччăр. Анчах та вĕсенчен нумайăшĕ паянхи куна пирĕн-тен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕç.

2023 çул Чăваш Республикинче «Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ» ятпа иртрĕ. Çак çул май килнĕ таран ачасемпе тĕрлĕ мероприяти туса ирттерме тăрăшрăмăр. Пулăшакансем сахал мар пулчĕç. Нумайăшĕ килĕнчи ача-пăчасем валли çĕленĕ çемçе теттесем парса савăнтарчĕ. Эпир вĕсемпе тĕрлĕ куравсем йĕркелетпĕр, вăйăсенче усă куратпăр. Паянхи кун вара виçĕ ялпа та культура çуртне çÿремелĕх ялта ача сахалли пăшăрхантарать. Çапах та хастар, пулăшса пыракан ачасем пурри чĕререн савăнтарать. Пушă вăхăтра ачасем культура вучахне юрлама-ташлама вĕренме çÿ-реççĕ, кĕнеке вулаççĕ, ялта иртекен мероприятисене хутшăнаççĕ. Ачасен çулталăкне халалласа «Счастливое детство» ятпа та баннер туса хатĕрлерĕмĕр. Баннерсене хатĕрлеме укçа енчен пулăшаканĕ вара Сергей Филиппов пулчĕ.

Ялта иртекен пысăк мероприятисене йĕркелемешкĕн укçа енĕпе пулăшакансене те чĕререн тав сăмахĕ каласа хăварас килет.

Людмила ФИЛИППОВА

культура ĕçне йĕркелесе пыракан

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *