Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Педагогика ĕçĕнче 43 çул

Педагогика ĕçĕнче 43 çул

Çеçпĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ, ачасене вĕрентес ĕçре 43 çул ытла вăй хунă Любовь Филипповна Волкова ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранне ĕçтешĕсемпе юлташĕсем ялти шкул столовăйĕнче чысларĕç.

Любовь Филипповна Волкова – вăрçă асапĕ витĕр тухнă хисеплĕ те тава тивĕçлĕ çын. Мăшăрĕпе 4 ача пăхса çитĕн-

тернĕ. Ачисене тĕрĕс воспитани парса пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Телейлĕ вăл, унăн 8 мăнук тата 6 кĕçĕн мăнук. Ачисем амăшне манмаççĕ, килсех тăраççĕ, пулăшаççĕ.

Ялти 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Шăхасанти вăтам шкула вĕренме кайнă. 3 çул хушши кашни кун çуран çÿренĕ. Сивĕ е çил-тăман, шăрăх е çумăрлă – нимрен те хăраман харсăр хĕр, урана çăпата сырнă та шкула пĕлÿ илме васканă. Хырăм выççи те, йĕркеллĕ тум-тир çукки те вĕренес ĕмĕтне çапса хуçман.

Шăхасан шкулĕнче 10 класс пĕтернĕ хыççăн тăван шкулта аслă вожатăй пулса ĕçлеме пуçланă, çав вăхăтрах куçăмлă мелпе Канашри педучилищĕре вĕреннĕ. 43 çул хушши ачасене ăс-тăн парассишĕн вăйне хунă. Кĕçĕн класс ачисене вулама-çырма, шутлама вĕрентнĕ. Ачасене чунтан юратнă Любовь Филипповна, çавăнпах вăл вĕрентнĕ ачасем çĕр-шыва юрăхлă, усăллă çынсем пулса ÿснĕ. Хăйсен вĕрентекенне манмаççĕ вĕсем, кашни уявпах саламлама тăрăшаççĕ, ăс-тăн панăшăн тав тăваççĕ.

Любовь Филипповна ватă пулсан та халĕ те шкулпа тачă çыхăну тытать. Эпир ăна час-часах шкула тĕл пулăва чĕ-нетпĕр, тискер вăрçă вăхăтĕн-че мĕнле пурăнни çинчен каласа пама ыйтатпăр. Вăрçă вăхăтне аса илсе каласа пама йывăр пулсан та вăл хирĕçлемест, чунне хытарса, куççульне пытарса асапланса ÿснĕ вăхăта аса илет…

Акă еплерех астăвать вăрçă ачи çав йывăр çулсене.

«…Вăрçă пуçланнă чух эпĕ 8 çулхи хĕр ача пулнă, шкула пĕрремĕш класа кайнă. Манăн питĕ-питĕ шкулта вĕренес килнĕ, анчах хальхи пек мар, йывăрлăхсем нумай пулнă. Тетрадь, чернил таврашĕ пулман. Катăркас çырлинчен, хăрăмпа сĕт хутăштарса чернил тунă. Тетрадь пулманнипе кивĕ кĕнекесем çине те çыртарнă. Пире учитель кĕçĕн классем малтан усă курнă тетрадьсене валеçсе паратчĕ. Вăл тетрадьсен йĕр хушши сарлака-çке, çавсен хушшине çыраттăмăр. Хĕлле вутă пулманнипе классене хутман. Питĕ сивĕччĕ, çапах вĕреннĕ…»

Савăнăçлă уява Çеçпĕл шкулĕн директорĕ О. Михайлов уçрĕ. Вăл юбиляра 90 çул тултарнă ятпа шкул коллективĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çавăн пекех Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Ананьев та чĕререн саламласа ăшă сăмахсем каларĕ. Çеçпĕл ял тăрăхĕнчи Культура çурчĕн ĕçченĕсен «Шĕкĕр» ушкăнĕ Любовь Филипповнăн чунне хăйсен илемлĕ те çепĕç юррисемпе тыткăнларĕ. Тухса калаçакан кашни çын юбиляра çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телейпе савăнăç сунчĕ.

Елена Сергеева,
Çеçпĕл вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе
литератури вĕрентекен

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *