Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Сыр заводĕнче — экскурсире

Сыр заводĕнче — экскурсире

Янкăлч вăтам шкулĕнчи шырав отрячĕн активисчĕсем сыр тăвакан предприятире экскурсире пулнă, çак апат-çимĕç пирĕн сĕтелсем çине çитиччен мĕнле тапхăрсем витĕр тухнипе паллашнă.

«СельхозЛидер» компанин ĕçченĕсем ачасене сыр мĕнле майпа пулнине тĕплĕн ăнлантарнă, сĕте мĕнле пастеризациленине, консервациленине, сыр мĕнле «пиçнине» тата упраннине тĕплĕн каласа тата кăтартса панă. Ачасем сыр тумалли хатĕрсемпе те паллашнă, çав шутра: ăслана йÿçĕтмелли тата консервацилемелли хурансем, пресламалли ванна, управ тата ытти те.

Экскурсие хутшăнакансем сырăн 7 сортне дегустациленĕ, çимĕçпе кăмăллă юлнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *