Среда, 30 октября, 2024
Главная > Публикации > Çĕнĕ Шелттемре — çĕнĕ ФАП

Çĕнĕ Шелттемре — çĕнĕ ФАП

Çĕнĕ Шелттемре кĕске хушăра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ туса лартнă.

Ăна «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕшле звенине модернизацилесси» регион проекчĕ пулăшнипе çĕкленĕ. Хальхи вăхăтра тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе ĕçсем пыраççĕ.

Часах ял çыннисем кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктĕнче сипленме пултарĕç. Унта медиксене ĕçлеме те, пациентсене тĕрлĕ процедурăсене килсе çÿреме те хăтлă условисем пулĕç.

Районти тĕп больницăран 33 çухрăмра вырнаçнă ФАП Çĕнĕ Шелттемре пурăнакан 440 ытла çынна кирлĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерĕ. Çĕнĕ сиплев учрежденийĕнче малалла та Зинаида Михайлова фельдшер ĕçлĕ.

— Тав сăмахĕсене каласа та пĕтерме çук. Пирĕн çинчен манманни, пулăшма тăрăшни савăнтарать. Часах эпир ял çыннисемпе çĕнĕ, хитре, паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен медпунктра ĕçлеме пуçлăпăр, — уçать шухăшне фельдшер.

Палăртса хăвармалла: регион программи пулăшнипе кăçал Канаш округĕнче тата тепĕр виçĕ ялта: Сителте, Вырăскас Пикшихре тата Малти Тукайра — çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хута кайĕç.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *