Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çула çитменнисене ĕçе вырнаçтараççĕ

Çула çитменнисене ĕçе вырнаçтараççĕ

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта çула çитмен çамрăксем валли вакансисен ярмăрккине йĕркеленĕ. Çамрăксене çуллахи кану вăхăтĕнче икĕ предприяти ĕçе илме хатĕррине пĕлтернĕ.

«Ладушки» кафене повар пулăшуçи кирлĕ пулнă, «Транспортник» предприяти тĕрлĕ ĕçрен хăраман тăрăшуллă хастарсене кĕтнĕ.

Ярмăрккăна палăртнă кун 15 çамрăк пынă, 9-ĕшпе ятарлă килĕшÿ тунă. Çак йышра хулари медицина колледжĕнче вĕренекен Анна Федорова студентка та пулнă.

— Каникул вăхăтĕнче вăхăта усăсăр ирттерес темерĕм. Пирĕн пек çула çитмен çамрăксене ĕç тупма çăмăл мар. Ярмăрккăра мана повар пулăшуçи кăмăла кайрĕ. Ку манăн пурнăçри пĕрремĕш ĕç вырăнĕ пулĕ», — палăртнă Анна.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *