Среда, 30 октября, 2024
Главная > Публикации > Шкулсене юсаççĕ, çĕнетеççĕ

Шкулсене юсаççĕ, çĕнетеççĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарса пынине кура Канаш муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата администраци пуçлăхĕн çумĕ — территорисене тирпей-илем кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управленин начальникĕ Александр Федоров хăш-пĕр социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çитсе курнă, шкулсенче строительство тата юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе тĕплĕн паллашнă.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче Пайкилт вăтам шкулĕнчи ĕçсене хăвăртлатмалли палăрнă. Çакă çирĕплетнĕ срок тĕлне йăлтах вĕçлеме пулăшĕ.

Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче территорине тирпей-илем кĕртес ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Çĕнĕ спорт площадкине те хатĕр теме пулать.

Энтрияль вăтам шкулĕнче тирпей-илем кĕртес ĕçсене вĕçленĕ, спорт объектне тунă çĕрте вара хăш-пĕр самантсем çинчен асăрхаттарусем панă.

Пĕтĕмĕшле илсен, çĕнĕ вĕренÿ çулне шкулсен алăкĕсем уçăласса, вĕсем çĕнетнĕ сăн-сăпатпа ачасене кĕтсе илессе шанма пулать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *