Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Паттăр ячĕпе — мемориал

Паттăр ячĕпе — мемориал

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Карăклă ялĕн масарĕнче Украина территорийĕнчи ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче çар тивĕçĕсене пурнăçласа пуçне хунă Кирилл Александрова чысласа мемориал уçнă.

Мероприятие Канаш муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов, Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Афганистан ветеранĕсен Раççейри союзĕн Канаш хулипе тата Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн председателĕ Вячеслав Сергеев, пуçне хунă салтакăн амăшĕ Ирина Александрова, тăванĕсем тата ял çыннисем хутшăннă.

«Кирилл Александрович — чăн-чăн герой, пирĕн çĕршывра мир пултăр тесе вăл хăйĕн пурнăçне шеллемен. Пирĕн нумай ентеш халĕ те Украинăри çар операцийĕнче хăюлăха тата присягăна парăннине кăтартаççĕ. Эпир хамăр енчен пур енлĕн пулăшма хатĕр», — палăртнă Сергей Михайлов пуçне хунă çар çыннин амăшĕ-пе тата çывăх çыннисемпе пĕрле тарăннăн хурланнине пĕлтерсе.

Кирилăн класс ертÿçи пулнă Валентина Михайлова вăл спортпа туслă, тĕреклĕ те сывлăхлă пулнине, йĕлтĕрпе ярăнма юратнине, шкулти пĕр ăмăртуран та айккинче юлманнине аса илнĕ.

«Кирилл нумай çитĕнÿсем тума ĕмĕтленнĕ, Тăван çĕршыва чыслăн хÿтĕленĕ. Вăл тĕрĕслĕхе юрататчĕ. Пурнăçне тĕрĕс пурăнса ирттересшĕнччĕ, çар ĕçĕпе пурăнасшăнччĕ, лайăх мăшăр пулса ачасем çуратса ÿстересшĕнччĕ. Маншăн вара вăл чи лайăх ывăл пулнă», — палăртнă çар çыннин амăшĕ Ирина Вячеславовна.

Кирилл Александров 2022 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче уйрăмах йывăр çар операцине пурнăçласа — тăшманăн çар аэродромне штурмланă чухне паттăррăн пуçне хунă. Çар тивĕçне пурнăçланă чухне кăтартнă хăюлăхпа хастарлăхшăн ăна вилнĕ хыççăн «Хăюлăхшăн» орден парса чысланă.

Кирилл Александров Карăклă ялĕнче çуралнă. Канаш хулинчи 8-мĕш ача садне çÿренĕ, 1-5-мĕш классене Канаш хулинчи 6-мĕш шкулта, 6-9-мĕш классене Карăклă вăтам шкулĕнче вĕреннĕ.

Шкулта вĕреннĕ чухне йĕлтĕр спорчĕпе туслă пулнă, регион шайĕнчи ăмăртусене хутшăннă. 2014 çулта Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумне вĕренме кĕнĕ, 4 çултан ăна пĕтернĕ.

2018 çулта ăна çара илнĕ. Контракт çырса службăра тăма шутланă. 2 çултан виçĕ çула тăсăлакан тепĕр контракт çырнă. Ульяновск облаçĕнче сывлăшпа десант çарĕсен иккĕмĕш степеньлĕ Кутузов орденĕллĕ 31-мĕш уйрăм гварди десантпа штурм бригадинче службăра тăнă.

Ирина КОНСТАНТИНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *