Четверг, 2 мая, 2024
Главная > Публикации > Мăкăр ен историйĕпе паллашрĕç

Мăкăр ен историйĕпе паллашрĕç

Чăваш Ен тата Раççей журналистчĕсем Мухтавлă Мăкăр енĕн историйĕпе кăсăкланчĕç.

Канаш ен хитре вырăнсемпе пуян, вĕсен ушкă- нĕнче Мăкăр ен те. Çак кунсенче мухтавлă Мăкăр ен пуянлăхĕпе тата историйĕпе Чăваш Ен тата Раççей журналистчĕсем вырăна çитсе куç тулли илемпе киленчĕç.

Ĕçлĕ çул çÿрев ушкăнĕнче Чăваш наци телевиденийĕн ĕçченĕ, журналистчĕ, çыравçă тата поэтесса Марина Корягина, ĕç ушкăнĕнчи операторсем тата ятарласа Мускав хулинчен çитнĕ хăна-ĕçчешĕ Ольга Паймукова пулчĕç. Палăртса хăвармалла, Ольга Владимировна тĕрлĕ тематикăпа ятарлă фильмсем ÿкерĕнсен ĕçне йĕркелесе пыраканĕ – проект хуçи. Пултаруллă ĕçчен пирĕн чăваш пикиех – Патăръел районĕнчен, Мускавра пархатарлă ĕçе кÿлениччен Чăваш Енрех вăй хунă, республикăн историпе культурине аталантарас енĕпе тăрăшнă.

Мехел тупса чăваш çĕрĕ çинче киленни чылай хавха парнелерĕ хăнана, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пулăшрĕ.

Журналистсем хăйсен çул çÿревне вĕрентекенсемпе вĕрентÿçĕ тата Телейлĕ ачалăх çулталăкĕсене халалларĕç.

Чи малтанах тĕнчери 8-мĕш тĕлĕнтермĕшпе кăсăк- ланса, ăна куç тулли ытама илсе киленчĕç, историнче упраса хăварма, сенкер экрансене куракансене паллаштарма чăваш наци телевиденийĕ ятарлă кăларăм валли ÿкерсе илчĕ.

Хăнасене 8-мĕш тĕлĕнтермĕш çинчен, Çĕнтерÿ кĕперĕ çинчен (ăна эпир виадук тетпĕр) ялти хисеплĕ çын, тавра пĕлÿçĕ Леонид Михайлов каласа пачĕ.

Асăннă катмар каçмана – чугун çул кĕперне 1986-мĕш çулта кăна хупнă, ялта тепĕр кĕпер уçсан. Аса илтерсе хăварар, пĕлме интереслĕ – 1956-мĕш çулччен асăннă виадука салтаксем сыхласа тăнă. Чугун çул кĕперĕ историре чăннипех ырă йĕр хăварнă (ун çинчен эпир темиçе хутчен те вулакансене çырса пĕлтернĕччĕ).

Хăнасене туслăх сачĕ те тыткăна илчĕ. Унта ешерекен йывăç-курăксем Мăкăр ене илем кÿреççĕ, сывлăша тасатаççĕ.

Вĕрентекенсен пĕр династийĕ çумрах пулни те журналистсен кăмăлне çĕклерĕ.

Акă, Михайловсен çемйине илес пулсан, вĕсен йышĕнчи педагогсен стажĕ 200 çул ытла. Ачисем амăшĕ (Анна Ивановна) çулĕпе кайнă. Аслă ывăлĕ Леонид Николаевич мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен историпе географи, мăшăрĕ Римма Павловна математикăпа геометри предмечĕсене вĕрентнĕ. Шăллĕсем Левпа Александр тата Ольгăпа Оксана хĕрĕсем те вĕрентÿ профессинех суйласа илнĕ, тăван республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсенче вăй хураççĕ, ашшĕ-амăшĕсен тата тăванĕсен чыс-хисепне çÿле çĕклеççĕ.

Мăкăр енĕн историне тĕпченĕ май, журналистсем тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене халалласа лартнă стела территорийĕнче вырнаçнă стендсемпе паллашрĕç, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе пысăк хак пачĕç.

Калаçура Леонид Михайлов хисеплĕ вĕрентекен тата краевед килес ăрусен йăлтах пĕлме тивĕçлине палăртрĕ. Сăмах май, Леонид Николаевич вырăнти ветерансен канашĕн ертÿçин çумĕ пулса тăрăшать. Мăкăр енре çулсерен çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕç вăй илсе пыни куç умĕнчех. Мăкăр ен чăннипех илемлĕ пулнине уй-хирти çеçкери чечексем ăшă çил хумĕпе пыл шăрши сарнине те туйрĕç хăнасем.

Пыл сăпасĕ пулнă май, таврара чăннипех пыл шăрши сарăлса сăмсана кăтăкларĕ.

Мăкăр енĕн тепĕр пуян та илемлĕ, кăсăклă кĕтесĕ Чĕке ту айĕнче вырнаçнă утар пулчĕ. Ăна Валерий Петров тытса тăрать, ялти тата таврари халăха техĕмлĕ пылпа тивĕçтерет.

Хăнасене çĕнĕ пылпа сăйларĕ утар хуçи Валерий Гурьевич.

Кунĕпе хăнасен кăмăлне çĕклекенсем Мăкăрти культура çурчĕ çумĕнчи «Туслăх» фольклор ушкăнĕн (ертÿçи Вероника Иванова) пикисем пулчĕç. Чăн чăваш ташши-юрри, чăваш тĕрĕллĕ кĕпи-тумтирĕ, хушпусем çинчи ĕлĕкхи укçа-тенкĕсем хăнасене чăннипех интереслентерчĕç. Хут купăс сасси тыткăнларĕ, чунра хаваслă кăмăл çуратрĕ. «Туслăхсем» хăнасене асăнмалăх Çĕнтерÿ кĕперне сăнлакан ÿкерчĕклĕ картуссем парса хавхалантарчĕç.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *