Главная > Публикации > Юбилейне уявланă

Юбилейне уявланă

Юрий Серафимович Алексеев 1953 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Тури Юнтапа ялĕнче çуралнă. Унăн пурнăç çулĕ интереслĕ те тĕрлĕ енлĕ килсе тухнă.

Янкăлч вăтам шкулне пĕтерсен 1970 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ.

1975 çулта çак университета пĕтерсен ăна направленипе Шелттем вăтам шкулне ĕçлеме янă. Виçĕ çул вăл çак шкулта физика учителĕнче тăрăшнă. 1979 çулта Чакаç вăтам шкулне физика учителĕнче тата директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче ĕçлеме куçнă. 1982 çулта Юрий Серафимовича Чакаç ял совечĕн ĕçтăвком председательне суйланă, унта вăл виçĕ çул тăрăшнă. 1985 çулта «Канаш» колхозăн коммунисчĕсем ăна партком секретарьне суйланă, 1990 çулта Чакаç ял поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме куçнă. 2002 çулта Юрий Серафимовича Канаш район вĕрентÿ управленийĕн начальникне – Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕн заместительне лартнă. Çак ĕçре вăл мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех тăрăшнă. Вăл районăн обществăлла пурнăçне питĕ хастаррăн хутшăннă.

Юрий Серафимовича «За преобразование Нечерноземья РСФСР в 1989 г.», «За заслуги в проведении Всероссийской переписи населения в 2002 г.» медальсемпе наградăланă. Вăл — Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.

Юрий Серафимович мăшăрĕпе Людмила Николаевнăпа икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ, пурте вĕсем аслă пĕлÿллĕ.

Нумаях пулмасть Юрий Серафимович хăйĕн 70 çулхи юбилейне уявланă. Ăна Канаш муниципаллă округĕн пуçлăхĕ С.Михайлов, вĕрентÿ управленийĕн начальникĕ Л.Сергеева тата АПК ветеранĕсен Союзĕн председателĕ В.Долгов ăшшăн саламланă. «Сире çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Сирĕн кунăрсем çемйĕрпе çывăх çыннăрсен ăшшипе тата тимлĕхĕпе тулччăр, чĕрере савăнăçпа юрату хуçаланччăр», — тенĕ вĕсем юбиляра.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *