Матьшÿ ялĕнче çулсерен ырă пуçарусене ĕçе кĕртеççĕ.
Кăçал, Евгений Семенов ертсе пынипе, ял халăхĕ унта çĕнĕ кÿлĕ чавнă. Çак тĕллевпе укçи-тенкине çынсем хăйсемех пуçтарса çитернĕ. Тăкаксен пысăк пайне Евгений Семеновпа Александр Яковлев хăйсем çине илнĕ.
Ял халăхĕ субботнике те туслă йышпа тухнă, кÿлĕ таврашне çÿп-çапран тата йывăç-хунавран тасатнă, тăпрапа вырăнти çулсене юсанă çĕрте усă курнă.
Шыв управĕсем вăхăт иртнĕ май юшкăнпа тулни вăрттăнлăх мар. Типĕ тата шăрăх çанталăкра пач шывсăр тăрса юлас хăрушлăх та пур. Ялсенче пуçаруллă çынсем пурри шыв ыйтăвне вăхăтра татса пама май парать.