Главная > Публикации > Куçса çÿрекен Кубока çĕнсе илнĕ

Куçса çÿрекен Кубока çĕнсе илнĕ

Атнаш ялĕнчи çĕнĕ спорт лапамĕнче мини-футбол енĕпе турнир иртнĕ. Ăмăртăва педагогика ĕçĕн ветеранне Вячеслав Касьянова халалланă. Футболистсем çĕнелнĕ площадкăна хальхипе иккĕмĕш хут пуçтарăннă.

Турнира Атнаш ял территори пайĕн ертÿçи Антон Мартынов уçнă. Спортсменсен умĕнче Вячеслав Михайлович хăй те сăмах тухса каланă, кашни ушкăна пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу суннă. Ăмăртăва хутшăннисене округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов та саламланă, туслă йышпа пуçтарăннăшăн тав тунă.

Турнирта пĕтĕмпе ултă команда тупăшнă. Жеребьевка хыççăн вĕсем икшер ушкăна пайланнă. Иртнĕ çулта куçса çÿрекен Кубока çĕнсе илнĕ Шуркасси ялĕн команди кăçал виççĕмĕш вырăна тухнă. Финалта карăклăсемпе тăрăнсем тĕл пулнă. Куçса çÿрекен Кубок хальхинче Карăклă ялне кайнă. Вячеслав Касьянов çĕнтерÿçĕ командăсене диплом тата медальсем парса чысланă.

Вячеслав КАСЬЯНОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *