Главная > Публикации > Пирӗн вӗрентекенӗм

Пирӗн вӗрентекенӗм

Эпӗ Чакаç шкулӗнче виççӗмӗш класра вӗренетӗпĕ Иванова Ирина Николаевна – пирӗн вӗрентекенĕ Вăл пире анне пекех юратса вӗрентетĕ Эпир вăл мӗн хушнине яланах пурнăçлама тăрăшатпăр.

Манăн кукаçипе кукамай та вӗрентекенсемĕ Кукаçи – Сорокин Николай Васильевич, ачасене ӳкерме, чертăжсем тума, тӗрлӗ ӗç хатӗрӗпе ӗçлеме хăнăхтарнă. Кукамай – Сорокина Зинаида Егоровна, историпе географи предмечӗсене вӗрентнӗ.

Вӗсен вӗренекенӗсем предмет олимпиадисенче районта, республикăра çӗнтерӳçӗсем пулнă. Патшалăх та кукамипе кукаçин ӗçне тивӗçлипех хакланă. Кукаçи – РСФСРăн Тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ, кукамай Раççейри çут ӗçӗн Хисеплӗ вӗрентекенӗ ята тивӗçнӗ.

Манăн вӗрентекенӗм Ирина Николаевна вӗсен вӗренекенӗ пулнăшăн чунтанах савăнатăп.

Эпӗ хамăн вӗрентекене, кукаçипе кукамая юрататăп, хисеплетӗпĕ Вӗсем пек пулма тăрăшатăп.

Алексей КАЗАКОВ,

Чакаç шкулӗ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *