Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Туризм кунне Мăкăр енре теанлăн паллă турĕç

Туризм кунне Мăкăр енре теанлăн паллă турĕç

Çулсерен, ылтăн кĕркунне хуçаланнă тапхăрта, Раççейре туризм кунне паллă тăваççĕ.

Асăннă уява Канаш тăрăхĕнче те уявларĕç. Паллă тата чуна илĕртекен вырăнсем пирĕн енче те сахал мар вĕт.

Мăкăр кĕперĕ, калăпăр, туристсене илĕртмеллипех илĕртет. Унăн илемĕпе тата историйĕпе ăçтан кăна килсе паллашмаççĕ. Туризм кунĕнче кĕпер çывăхĕнчи лапам курма килнĕ çынсен хаваслă сассипе мĕн çĕрлеччен янăраса тăчĕ.

Çак йышра Чакаç шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекенсем те пулчĕç. Вĕсене унта шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен канашлуçи Светлана Патшина илсе пынă. Шăпăрлансем виадукăн историйĕпе паллашрĕç, илемлĕ вырăнта выляса савăнчĕç.

Вăрнар тăрăхĕнчи Калинино ялĕнче пурăнакан çамрăксем те кĕпер мăнаçлăхĕпе кăсăкланса паллашрĕç. Вĕсем вырăнти шкул интернатра 7-мĕшпе 8-мĕш классенче пĕлÿ пухаççĕ. Ачасем валли кĕпер çумĕнче уçă урок та иртрĕ. Ăна Мăкăрти культура çурчĕ çумĕнчи «Туслăх» фольклор ушкăнĕн ертÿçи Вероника Иванова йĕркелерĕ. Ачасемшĕн ÿнерçе ĕç вырăнĕнче курма май килни тата унăн ĕçĕсемпе паллашни чăн-чăн парне вырăнĕнче пулчĕ.

Лапамра çав кун чăваш тумĕпе чăваш тĕррин куравĕ те ĕçлерĕ. Туристсем наци калоричĕпе хаваспах паллашрĕç, сăн ÿкерĕнчĕç.

Туризм кунĕ Мăкăр енре эрнипех тăсăлчĕ. Туристсем пĕчĕк йышпа тата пысăк ушкăнпа та килсе çÿрерĕç. Эрнекун «Туслăх» фольклор ушкăнĕ Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă, Йĕпреç тата Комсомольски муниципаллă округсенчен килсе çитнĕ хăнасене чăваш юрри-ташшипе кĕтсе илчĕ. Аякран килнĕ туссене ялти тавра пĕлÿçĕ Леонид Михайлов кĕпер çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *