Главная > Публикации > Тайма пуç сире, учительсем!

Тайма пуç сире, учительсем!

Вĕрентекен пуринчен те ырă, пултаруллă, хисеплĕ, чуна çывăх, кирек кама та ăнланма тата темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултаракан çын.

Пур çыннăн та хăйĕн юратнă вĕрентекенĕ пур. Пĕрисем пĕрремĕш учителе асра тытаççĕ, теприсем пĕр-пĕр предмета вĕрентекен учителе ырăпа асăнаççĕ.

Аслă Вĕрентекенĕмĕре, Иван Яковлевич Яковлева, чăваш халăхĕ ырăпа асăнса пурăнать. Мĕн чухлĕ çын Геннадий Никандрович Волков педагог-ăсчах кĕнекисене вуласа хăйсĕн ăс-хакăлне çивĕчлетет, тавра курăмне анлăлатать… Тăван республикăмăрăн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем сахал мар. Вĕсем чăннипех мухтава тата хисепе тивĕç.

Эпĕ шкулти пур вĕрентекене те хисеплетĕп. Ҫапах та мана Людмила Аркадьевна Петровăн урокĕсем ытларах тыткăнлаҫҫĕ, пурнăҫ ҫинчен вĕрентсе каланисем яланах асра тăраҫҫĕ. Людмила Аркадьевна нумай сул хушши Чакаҫри вăтам шкулта ĕҫлет. Вăл чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет.

Ҫут çанталăк Людмила Аркадьевнăна ырă енĕсене çеç панă тейĕн: унăн сăн-сăпачĕ, ачасемпе тата ытти вĕрентекенпе хутшăнни яланах çÿлти шайра.

Ачана тăван амăшĕ мĕнле туйăмпа юратать, Людмила Аркадьевна та кашни ачана çавăн пекех савса кăмăллать. Вăл пурне те асăрхать, йăнăшсан тĕрĕс çул çине тăратать, ытларах чухне – каçарать. Çапла майпа вăл ача чунĕнчи ырă туйăмсене вăратать, хайĕн урокĕсенче ыррипе усала уйăрса илме вĕрентет.

Тепĕр чухне вĕрентекен ачасенчен çирĕпрех ыйтни, вĕсене хыттăнрах калани те пулать. Вĕрентекен никама та усал сунмасть, пурне те лайăх тăвассишĕн çунать, çынсене хисеплеме, ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма вĕрентет. Çакăнта мар-и учителĕн пархатарлă ĕçĕ?

Чунне парса ĕсленипех ĕнтĕ унăн вĕренекенĕсем кашни ҫулах район, республика шайĕнче иртекен олимпиадăсенче, конкурссенче пĕрремĕш вырăнсем йышанаҫҫĕ. Шкулти ытти вĕрентекен Людмила Аркадьевнăна хисеплет, унран ялан канаш ыйтать.

2023 çула Вĕрентекенпе вĕрентӳҫĕ çулĕ тесе йышăнни учительсене хисепленине пĕлтерет. Учитель ĕçĕ çăмăл маррине пурте ăнланаççĕ. Педагогсем – кашни ача шăпинче ырă йĕр хăваракансем, ăс-тăнĕпе характерне çирĕплетсе, ăсталăхне аталантарса пурнăç çулĕ çине кăларакансем.

Тайма пуç сире, учительсем!

Софья ПАТШИНА,
Чакаç шкулĕ, 9-мĕш класс

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *