Среда, 30 октября, 2024
Главная > Публикации > Юхăннă лаптăксене юсаççĕ

Юхăннă лаптăксене юсаççĕ

Федераци шайĕнчи М-12 автоçулăн Чăваш Ен урлă иртекен пайне çитес вăхăтра уçма палăртаççĕ. Чăн та, çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсем кĕске вăхăтра пысăк ĕç туса ирттернине палăртмалла.

Подрядчиксем асăннă автоçула тунă чухне ялсем витĕр е вĕсен çумĕпе иртекен çулсемпе анлăн усă курнă. «Çĕрпÿ — Ульяновск» аслă çултан пуçласа Яманкасси ялĕ енне выртакан вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул та çак витĕме лекнĕ. Округ чиккине çитиччен вăл çичĕ километр ытла тăсăлать.

Самосвалсем строительство хатĕрĕсем турттарнă май çула вырăн-вырăн ватса пĕтернĕ. Çак кунсенче Сиккасси ялĕ хушшипе Яманкасси ялĕ енне выртакан çулăн аманнă лаптăкĕсене юсама тытăннă. Рабочисем çулăн çиелти сийне фрезерпа сирнĕ, халĕ вĕри асфальт хурса пыраççĕ.

Сăмах май, вырсарникун çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăвĕç. Вĕсене çывхарса килекен уявпа саламланă май ĕçре çитĕнÿ тата ăнăçу сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *