Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Техникăна — шанчăклă управ

Техникăна — шанчăклă управ

Çулсерен, уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен, ял хуçалăх техникипе тепĕр çулччен усă курмаççĕ. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем ăна управа лартаççĕ. Палăртмалла, çак пĕлтерĕшлĕ ĕç патне ял хуçалăх ĕçченĕ-сем çулсерен пысăк яваплăхпа пыраççĕ.

Трактор-комбайна, çаклатса ĕçлеттермелли тĕрлĕ агрегата çуса тасатса хăтлă ангара е ятарлă лупас айне кĕртсе лартаççĕ. Тутăхма пултаракан агрегатсене ятарлă шĕвекпе сĕреççĕ, сăрлаççĕ, резина кустăрмасене çурăласран хупăрлаççĕ тата шуратаççĕ.

Хуçалăхсенче техникăна хĕллехи управа вырнаçтарас ĕç епле пулса пынине патшалăх шайĕнче те хаклаççĕ. Çак тĕллевпе конкурс йĕркелеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн Патшалăх технадзор инспекцийĕн инспекторĕсем округ администрацийĕн яваплă специалисчĕсемпе пĕрле кашни хуçалăхăн машинăпа трактор паркне çитсе килеççĕ. Конкурс условийĕпе килĕшÿллĕн хаклав балĕ параççĕ. Пур критерипе те пысăк балл пуçтарнă хуçалăха кайран парне парса хавхалантараççĕ.

Кăçал çак конкурс авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕччен пынă. Яваплă комисси унăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Техникăна хĕллехи управа лартма шанчăклă хатĕрленнĕ хуçалăхсене ĕнер, округра ирттернĕ ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче чысланă. Пĕрремĕш вырăна «Пионер» агрофирма çĕнсе илнĕ, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ иккĕмĕш вырăна тухнă, «Агат» тулли мар яваплă пĕрлĕх виççĕмĕш пулнă. Çĕнтерÿçĕсене дипломсем тата парнесем парса хавхалантарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *