Четверг, 2 мая, 2024
Главная > Публикации > Комсомол — пирĕн чун-чĕрере

Комсомол — пирĕн чун-чĕрере

Ленинла комсомол йĕркеленнĕренпе кăçал 105 çул çитет. Ку юхăм иртнĕ ĕмĕрте çуралнă çынсен пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă. Комсомол ретĕнче тăни вăл вăхăтра пысăк чыс шутланнă.

Хăйĕн ĕмĕрĕнче комсомол ретĕнче тăракансем нумай-нумай ырă ĕç тунă: пилĕк çуллăх плансене пысăк хастарлăхпа пурнăçланă, колхозсем йĕркеленĕ ĕçре палăрнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă, вăрçă хыççăн юхăннă çĕршыва çĕкленĕ, çĕнĕ çĕрсем уçнă, пысăк тата пĕлтерĕшлĕ стройкăсенче вăй хунă. Байкалпа Амур магистралĕ те ленинла комсомолпа тÿрремĕнех çыхăннă.

Эпир, тĕрлĕ ÿсĕмри комсомолецсем, паянхи ветерансем, çав тапхăра ăшă тата ырă туйăмпа аса илетпĕр. Вăл пирĕн кун-çулăн историйĕ, ăна манас тесен те манаймăн. Çавна май комсомол билетне те, унăн паллине те чи паха япала вырăнне хурса упратпăр.

Комсомол юбилейĕ тĕлне çав çулсенчи çамрăксен организацийĕн ĕçĕсем çинчен ĕнерхи комсомолецсен аса илĕвĕ урлă хаçатра çырса пĕлтерес шухăш çуралчĕ.

— Комсомол вăл — пирĕн çамрăклăх, — тесе аса илет 86 çул çинче пыракан Таисия Григорьевна Егорова (Иванова). Çĕнĕ Шелттем ялĕнче çуралса ÿснĕскер çемье çавăрса ĕмĕрлĕхех Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче тĕпленнĕ. «1952 çулта комсомола кĕни те асăмрах», — тесе аса илет ветеран.

Комсомол ретне тăма пурте ĕмĕтленнĕ. Анчах та унта лайăх вĕренекенсене кăна йышăннă. Çавăнпа вĕренÿре кашни лайăх ĕлкĕрсе пыма, общество ĕçĕсенче хастарлăхпа палăрма тăрăшнă. Вăл вăхăтра час-часах демонстрацисем ирттернĕ. 1-мĕш май уявĕнче урам тăрăх комсомол юррисене юрласа утнă. Тимĕр-тăмăр, хут пуçтарнă, ватă çынсене пулăшма килĕ- сене çÿренĕ, каникул вăхăтĕн-че колхоз уй-хирĕнче вăй хунă.

Таисия Григорьевна 1957 çулта Çĕнĕ Чалкассинчи ял вулавăшĕнче ĕçлеме пуçланă. Унта мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă. Колхозри комсомолецсем ăна шанса çулсерен комсомол секретарĕ пулма суйланă.

Хастар çамрăксем субботниксем, воскресниксем ирттернĕ, ĕç хыççăн каçхи сменăра тырă типĕтсе кĕртнĕ, выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Пухусенче туслă йышпа малашнехи ĕçсене пăхса тухнă. Клубра, вулавăшра ял халăхĕ валли тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ. Ялсем тăрăх концертсем, спектакльсем лартса çÿренĕ. Куракансем яланах хапăл туса кĕтсе илнĕ.

Пирĕн вăхăтри комсомолецсемшĕн комсомол пушă сăмах кăна пулман. Комсомол пире ĕçре паттăрлăх кăтартма хавхалантарнă, — тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Таисия Григорьевна.

Хăйĕн комсомолла çамрăк-лăхĕ çинчен «Родина» колхозра тĕп агроном пулса ĕçленĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Валерий Алексеевич Игнатьев та хаваспах аса илсе калаçрĕ. «Кирек мĕнле ĕçре те комсомолец паттăрсен ретĕнче пулма тăрăшнă. Ялти комсомолецсемпе çамрăксен тĕп тĕллевĕ — вăйлă тыр-пул çитĕнтересси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси пулнă. Тÿрех калатăп, çак ĕçре хуçалăхри комсомолецсемпе çамрăксем ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче шутланнă. Хуçалăх çулсерен кашни гектартан вăтамран 30 центнертан кая мар, хăш-пĕр лаптăк çинче 50-шар центнер тырă туса илнĕ. Çак ĕçре çамрăксен тÿпи те пысăк пулнă.

Вырмара комсомолецсемпе çамрăксен çемье экипажĕсем ĕçленĕ: Давыдпа Галина Степановсем, Юрийпа Алевтина Рассказовсем, Анатолийпа Светлана Майоровсем. Социализмла ăмăртура Степановсен экипажĕ Канаш райкомĕн куçса çÿрекен вымпелне пĕр хутчен кăна мар илме тивĕç пулнă. Михаил Федоров, Юрий Петров, Михаил Петров ?вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ/, Валерий Яковлев, Вячеслав Яковлев, Владимир Башкиров тата ытти механизатор-комсомолеца паянхи кун та ырăпа аса илетĕп.

«Шкулта вĕреннĕ чухне эпĕ те ытти çамрăксем пекех комсомол ретĕнче пулма ĕмĕтленнĕ», — тесе аса илет Валерий Алексеевич. Комсомол кашнине пурнăçра çул кăтартса пыраканĕ пулнă. Яланах лайăххинчен тĕслĕх илме вĕрентнĕ. Валерий Алексеевичăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ, вăл октябренок, пионер, комсомолец тата коммунист пулса хăйĕн ятне яман. Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Ĕçре çамрăксене яланах вĕрентсе пынă. Шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн тата пысăк ÿсĕмсене тивĕçнĕшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçнĕ.

Акă мĕнле аса илет çав çулсене Кăшнаруйĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулта комсомол ретне кĕнĕ Лидия Николаевна Яковлева (хĕр чухнехи хушамачĕ Филиппова), вăл Ушанар ялĕнчи шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă: «Çамрăклăх — çын пурнăçĕнчи чи илемлĕ те хаваслă тапхăр. Эпир, çамрăк комсомолецсем, вăл вăхăтра лара-тăра пĕлмен. Паллах, вĕреннĕ, ĕçленĕ, хамăр пултарулăхпа халăха савăнтарнă. Комсомола эпĕ 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне кĕтĕм. Ăна паянхи пекех астăватăп. Хамăр пурте пăлханатпăр, комсомол билетне алла илсен чунтан савăнтăмăр.

Студент çулĕнче те, ĕçлеме пуçласан та комсомол вĕрентнĕ пек, çĕршыв кăтартнă пек яланах çирĕп шухăш-кăмăлпа малалла утнă. Вĕрентекен профессине суйласа илнĕ май ватлăх çывхарнине те сисмерĕм, халĕ те тĕрлĕ конкурса хутшăнатăп, сăвăсем çырма, юрă шăрантарма кăмăллатăп».

Лидия Николаевна — пултаруллă вĕрентекен, сăмаха ĕçпе çирĕплетекен çын. Ачасене ăс-тăн панипе пĕрлех чун-чĕре ăшшине те парнелĕнĕ.

ВЛКСМăн 17-мĕш съезчĕ Байкалпа Амур магистральне тунă ĕçе çĕршыври комсомолăн ударлă стройки тесе йышăннă. Чугун çула тума пирĕн çĕршыври çамрăксем кăна мар, Болгарирен, Германирен, Венгрирен, Словакирен тата ытти çĕршывран килнĕ яшсемпе хĕрсем те хастар хутшăннине аса илеççĕ Петрпа Нина Терентьевсем. Вĕсем 1974 çултан пуçласа 1989 çулччен Байкалпа Амур магис- тральне тунă çĕрте ĕçленĕ.

Петр Алексеевич малтан водитель пулса тăрăшнă, унтан автомобильсене юсакан механика куçнă. Каярах ăна автоколонна ертÿçи пулма шаннă. Туслă мăшăр паянхи кун та комсомол билечĕпе значокне упрать.

Чугун çул тума хутшăннă хастарсем малтанхи çулсенче йывăр пулнине аса илеççĕ. 40-50 градус сивĕсенче çамрăксем палаткăсенче пурăннă. Çатăр сивве пула автомобиль двигателĕсене самантлăха та сÿнтермен. Кăштах вăхăт ирт-сен ĕçлекенсем валли çуртсем лартма тытăннă.

Комсомолецсем, çамрăксем мĕнпур йывăрлăха çĕнтерсе ÿсĕм хыççăн ÿсĕм туса пынă. 1974-1984 çулсем хушшинче 4324 километр тăршшĕ чугун çул хывнă.

Петр Алексеевич бригадăри комсорг пулнă. Вăл вăхăтра отрядсемпе бригадăсем тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Социализмла тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн комсомолецсем партипе правительствăн пысăк наградисене илме тивĕç пулнă. Петр Алексеевичпа Нина Николаевнăна «За строительство Байкало-Амурской магистрали» медальпе наградăланă.

Ольга Терентьева, Çĕнĕ Чалкасси ялĕ

Сăн ÿкерчĕксем çемье архивĕнчен

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *