Вторник, 30 апреля, 2024
Главная > Публикации > Муниципалитет форумĕ иртнĕ

Муниципалитет форумĕ иртнĕ

Кăрлач уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче Мускавра Пĕтĕм Раççейри «МАЛАЯ РОДИНА _ СИЛА РОССИИ» муниципалитет форумĕ иртнĕ. Унăн ĕçне ВДНХри «Раççей» курав форумăн лапамĕсенче йĕркеленĕ. Çак форума çĕршыври муниципалитетсен ертÿçисемпе пĕрле Канаш округĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов та хутшăннă.

— Ку мероприятие кăçал Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе пуçласа йĕркеленĕ. Çакăн çинчен çĕршыв ертÿçи вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвне пĕтĕмлетнĕ чухне пĕлтерчĕ. Форум пĕр лапамра Раççейри 89 регионтан килнĕ çичĕ пин çурă ытла ĕçтеше пуçтарчĕ. Мероприяти виçĕ тĕп тематика енĕпе иртрĕ, тухса калаçакан экспертсем хăйсен паха ĕç опычĕпе паллаштарчĕç. Хамăр кулленхи ĕçре кирлĕ нумай çĕннине ăша хыврăмăр, — палăртрĕ Сергей Николаевич.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *