Вторник, 30 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çамрăксен хутшăну лапамĕ уçăлнă

Çамрăксен хутшăну лапамĕ уçăлнă

Канашри муниципаллă округăн «Çеçпĕл» пултарулăх центрĕнче çула çитмен çамрăксем валли хутшăну лапамĕ уçăлнă.

Вăл «Раççей çамрăкĕсем» патшалăх программипе килĕ- шÿллĕн хута кайнă. Чăваш Енре çакнашкал лапамсене «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнелнĕ тĕслĕх вулавăшсенче вырнаçтарма кăмăл тунă.

Çула çитмен çамрăксем унта хăйсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме тата пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарма пултарĕç. Ачасемпе психолог та ĕçлĕ, кашнин витĕмлĕ енĕсене палăртма пулăшĕ.

Çавра сĕтел хушшинче çамрăксем тухса калаçакансен ырă сĕнÿ-канашне ăша хывнă, хăйсен шухăш-кăмăлне уçăмлатнă. Çĕнĕлĕх витĕмĕпе çунатланнăскерсем хутшăну лапамне туслă йышпа çÿрессине пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *