Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Уçырма ялĕнчи лапама хăтлăлатĕç

Уçырма ялĕнчи лапама хăтлăлатĕç

Пĕлтĕр çуркунне Канаш тăрăхĕнчи тирпей-илем кĕртмели вырăна палăртас тĕллевпе онлайн сасăлав иртнĕ.

Вăл «Хăтлă хула хутлăхĕ» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пынă. Сасăлава тăратнă икĕ проектран Уçырма ялĕнчи лапам выляса илнĕ. Ăна виçĕ çул хушшинче йĕркене кĕртĕç.

Хăтлăлăх кÿме палăртнă вырăн Уçырма ялĕн варринче вырнаçнă. Унта çулсем иртнĕ май: шкул, ача сачĕ, тухтăр амбулаторийĕ, культура çурчĕ, вулавăш, почта уйрăмĕ тата астăвăм мемориалĕ çĕкленнĕ. Кăçал, строительсен, контрактпа килĕшÿллĕн брусчаткăран тротуар сармалла, саксемпе урнăсем вырнаçтармалла тата çутă хатĕрĕсем çакса тухмалла пулĕ. Экологи çулталăкне тĕпе хурса лапамра йывăç хунавĕсем лартса хăварĕç тата илемлĕ клумбăсем чĕртсе тăратĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *