Пятница, 3 мая, 2024
Главная > Публикации > Ялтах манăн канлĕхпе телейĕм сăпки

Ялтах манăн канлĕхпе телейĕм сăпки

Çут тĕнчене килнĕ кашни çыншăн çуралнă вырăн паха. Пурăнăç кустăрми тĕрлĕ сăлтава пула çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне илсе çитерет пулсан та, çулсем иртсен чун туртнипе, тăванлăх вучахĕн хĕлхемĕ ялкăшнипе тăван кĕтесех таврăнатăн. Е çамрăклах тăван яла юлсах унта «тымар ярса» тăван тавралăх илемĕпе тата пуянлăхĕпе киленсе пурăнатăн, унăн пуянлăхне çитес ăрушăн упраса хăварас ĕçре вăй хуратăн.

Паянхи кăларăм тĕп сăнарĕ те хăйĕн кун-çулне тăван кĕтесĕпех çыхăнтарнă, çамрăклăх çил çуначĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне илĕртнĕ пулсан та… «Çуралса ÿснĕ тăван кĕтесрех телейĕмпе канлĕх сăпкинче ярăнатăп, кун-çулăма тăван ялпа çыхăнтарнишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп», – тет Мăкăр ялĕнче кун кунлакан хисеплĕ ентешĕмĕр Юрий Николаев.

Юрий Сергеевич Мăкăр ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ, тăван ялĕнчех «тымар янă», туслă çемье çавăрнă.

«Çемьере эпĕ чи кĕçĕнни, эпир тăваттăн пĕртăван. Шел, паянхи кун икĕ пичче ?Леняпа Лева/ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлчĕç, шăписем кăра пулчĕç», – калаçу çăмхине ăш-пиллĕн тăсать манăн тĕп сăнар. «Аппапа, Любовь Сергеевнăпа, иккĕн ялтах пурăнатпăр, пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшатпăр», – тет Юрий Сергеевич. Калаçу çăмхине сÿтнĕ май хисеплĕ ентешĕн кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашăпăр, ыйтусене хуравлама ыйтăпăр. Пуçламăш професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕн, ĕç ветеранĕн каласа памалли, пухнă пуян опытпа паллаштармалли пурах.

– Юрий Сергеевич, тус-юлташу сирĕн хуланалла туртăннă пулсан, эсир вара çамрăклах ялта юлма шутланă. Мĕнле сăлтавсене пула-ши; Ялтах юлас шухăш епле çуралнă-ха;

– Кĕçĕннин – кил тĕпкĕчĕ пулмалла, йăха тăсмалла, тăванлăха упрамалла… Калаçăва малалла тăснă май салтак служби Украинăра Одесса хулинче иртнине пĕлтерем. Тĕрлĕ яваплă ĕç шанса паратчĕç. Аслă лаборант тивĕçне те пурнăçланă, пахалăхлă çунтармалли-сĕр– мелли материалсемпе самолетсене тивĕçтернĕ. Хĕсмет-рен таврăнсан юлташсемпе хулана тухса каяс тенĕччĕ. Çемье канашĕ хыççăн шухăша пачах улăштартăм.

«Эсĕ чи кĕçĕнни, йăха тăсаканĕ, тăванлăха упрамалла. Кам кĕтсе илĕ тăвансене тăван килте;» – çапларах пулчĕ калаçу ун чухне атте-аннепе. Вăт çапла вара ялтах юлма тиврĕ, тиврĕ анчах мар, çĕнĕ пÿрт çĕклеме те йышăнчĕ çемье канашĕ. Пиччесем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланиччен, ниме шучĕпе, çĕнĕ пÿрт никĕсне ярса хăпартса лартрăмăр. Ниме йăлипех урай-мачча сартăмăр, пÿрт çивиттине витрĕмĕр. Нумай вăй хунă çамрăклах. Салтакран килсен çурта хамах ăшă кĕртрĕм.

Шăпах çавăн чухне строитель профессийĕ килĕшрĕ те. Пÿрт тунă хыççăн татах та строительство енĕпе кăсăк– ланса кайрăм.

– Асăннă профессие алла илес тесе пултарулăхăра малалла ăçта туптанă, мĕле професси алла илнĕ эсир;

– Ума лартнă тĕллеве пурнăçлама вăй-хал çитернĕшĕн савăнатăп. Вĕренме куçăмсăр та, куçăмлă майпа та вĕреннĕ. Чи малтанах Чулхула облаçĕнчи Перевоз хулинче строительство техникумĕн– че вĕреннĕ. Малалла вара тăван республикăн тĕп хулинчи университетра строительство факультетĕнче ăс-тăн пухнă. 1992 çулта вĕренсе пĕ-тертĕм, инженер-строитель профессие алла илтĕм.

– Алла илнĕ юратнă профессипе ăçта-ăçта ĕçлеме тÿр килчĕ; Паянхи кун ăçта тăрăшатăр;

– Канаш хулинчи 16-мĕш училищĕре производство енĕпе мастер пулса ĕçленĕ. Опыт пухма ял хуçалăх строительство комбинатĕнче те, вакунсем юсакан заводра та вăй хунă. Вĕрентекенсем çитменнипе каялла училищĕне чĕнсе илчĕç, килĕшрĕм. Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче, Кантэт тетпĕр, 1989 çултанпа паянхи кунчченех вăй хуратăп. Строительство енĕпе вĕренекенсене ăс-тăн пухма, професси ăсталăхне туптама пулăшатăп.

Паянхи кун педагогикăри ĕç стажĕ 40 çулпа танлашрĕ. Выслугăпа тивĕçлĕ канăва тивĕçнĕ тейĕпĕр. Çул çитнипе пенсие тухма вара тата тепĕр икĕ çул ĕçлемелле.

– Кулленхи ĕç еплерех «вĕресе» тăрать; Хĕрсен е арçын ачасен йышĕ нумайрах; Вĕренсе тухса кайнисемпе çыхăну тытатăр-и;

– Çакнашкал хастарсем çĕршывăн пур кĕтесĕнче те вăй хураççĕ, манмаççĕ. Вĕренес текенсем нумай, тухса каяканнисем те çук мар. Строитель профессийĕ илĕртÿл-лĕ-вĕт малтанлăха, çăмăл пек туйăнать. Практикăра пулса курнă хыççăн ăнланаççĕ. Ĕç вырăнĕ çÿлте те пулать, çил-тăманра та, çумăрлă кунсенче те ĕçлеме тивет… Çавăнпа та йыш кăштах чакать. Арçын ачасем пур-пĕр çирĕпрех пек туйăнать, вĕсен йышĕ пысăкрах. Хĕрсем те пур, ытларах вĕсем малярпа отделочниксем пулса тухаççĕ.

Вĕренсе тухнисен çитĕнĕвĕпе, паллах, савăнас килет. Çĕршывăн кашни кĕтесĕнчех вăй хураççĕ хăйсем: Крымри кĕпере хывнă çĕре хутшăннисем те пур, çурçĕрте те хăйсен тÿсĕмлĕхне кăтартаççĕ. Манмаççĕ, шăнкăравласах тăраççĕ, хăнана та килсе каяççĕ.

Нумаях пулмасть Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă ĕнерхи вĕренекенĕм Рустэм килсе кайрĕ. Чăн-чăн çĕршыв хÿтĕлевçи вăл, Сиринче те пулнă. Шел пулин те, СВО-ра икĕ пултаруллă вĕренекенĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ…

– Нумай çул ĕçлетĕр пĕр ĕçре, хавхалану çăл куçĕ мĕнре-ши; Çитĕнĕвĕсем те çук мар паллах. Савăнăçăра пайласамăр вулакансемпе.

– Вĕрентекенĕн чи малтанах чун-чĕрере çунса тăракан вут-хĕме вĕренекенсен чунне вырнаçтарма пĕлмелле. Вĕренекенсен çитĕнĕвĕ, паллах, хавхалантарать. Вĕрентни сая кайманни кулленхи ĕçе çĕнĕ вăркăш та кĕртет. Юратнă ĕçĕм татах та çĕнĕ вăй-хал хушать.

Ĕçне кура, паллах, хисепĕ те пур, пытармастăп. Кашни çулах професси ăсталăхĕ енĕпе ?WRS тетпĕр/ иртекен конкурса хутшăнатпăр. Конкурсра вĕренекенсем кăмака тăвас енĕпе те, кирпĕче тĕрĕс хурас енĕпе те тупăшаççĕ. Унтах çамрăк сварщиксем те хăйсен пултарулăхне туптаççĕ. Республика шайĕн– че иртекен конкурс-фестивальрен яланах çĕнтерÿпе таврăннă, 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсем те пирĕнех.

Республика шайĕнче иртекен «Юность большой Волги» конкурса ?проектсем çырас тата макетсем ăсталас енĕпе/ хутшăнса училище ятне-сумне çулсерен çÿллĕ шая çĕклесе пынă.

Училищĕре ырă йăла та пур. Кашни çул «Пофесси енĕпе чи лайăххи» конкурс иртет. Малтан – ушкăнсен йы– шĕнче, кайран училищĕ шайĕ-пе иртет вăл. Çĕнтерÿçĕсем кайран республикăра иртекен конкурссене хутшăнаççĕ.

Тата çакна та палăртса хăвармалла, вĕрентÿ программине çулсерен çĕнĕлĕхсем кĕртетпĕр. Паллах, вĕрентÿ саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, çĕнĕ стандартсене пăхăнса. Çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртни çитĕнекен ăрушăн кăсăклă та усăллă, çакă пире пурнăç таппипе пĕр тан утма пулăшать. Ятарлă вĕрентÿ программисене хатĕрлеме эпĕ те хастар хутшăнатăп.

– Вĕренекенсене тĕрлĕ енлĕ ăс-тăн паратăр. Эсир пур енчен те маттур. Пушă вăхăтра мĕнпе ытларах интересленетĕр;

– Эпĕ мĕн ачаранах ÿкерме юрататăп. Йывăç çинче çунтарса ÿкерчĕксем тăвасси, йывăçа касса эрешлесси, тимĕре шăратса ĕçлесси те кăмăла каять. Мăнуксен пушă вăхăтне усăллă ирттерме те лайăх пулăшать çакă.

Сăмах май, хуçалăхри хапхасемпе картасене те хамах ăсталанă. Тĕрĕссипе каласан, çÿп-çапа ямалли япаласем вырăнсăр йăваланса выртмаççĕ. Акă, кивĕ раскладушкăна çĕнĕ вăркăш кĕртетĕп те выртмалли хатĕр пулчĕ те…

– Çавах та чи кăсăкли, чуна савăнăç кÿрекенни кăмака тăвасси-и;

– Паллах-паллах, пĕрре-мĕш кăмака туни те асăмрах. Ун чухне эпĕ çирĕмреччĕ, салтакран таврăннă хыççăн килти кăмакана хамах тунă, йăнăшсене тупса тÿрлетнĕ. Ĕлĕкхи кăмака ăшă памастчĕ, вара хам туса пăхас терĕм. Малтан сĕрĕм тухатчĕ, йăнăшсене тупса тÿрлетрĕмех. Ун хыççăн татах та кăсăкланса кайрăм. Кăмака тума хам тĕллĕнех вĕреннĕ, нумай хаçат-журнал вуланă.

– Паянхи куна илсен миçе кăмака тунă эсир;

– Хамăн чертежсемпе туни ?кашни ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшнă/ çирĕм ытла, вĕренекенсемпе тата тăвансемпе ăсталанисемпе пĕрле вара вăтăртан та иртрĕ пулĕ.

– Сирĕн пултарулăхпа ăсталăха вĕренекенсенчен ăша хывнисем чылай-и, савăнтараççĕ-и çитĕнĕвĕсемпе;

– Çакна палăртса хăвармалла. Кашни çын ĕçе хăйне евĕрлĕ пурнăçлама ыйтать. Хам тунă схемăсемпе чертежсене вĕренекенсене пĕр шелсĕрех паратăп, вăрттăнлăхсене уçатăп, саккунĕсене астуса юлма ыйтатăп.

Вĕрентни сая кайманни куç умĕнчех, савăнтарать. Акă, манăн пĕр вĕренекен Мускавра кăмакасем туса çÿрет. Кулленхи ĕçе эпĕ вĕрентнĕ пек, кил хуçи ыйтнă пек çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ: кăмаки-каминĕ те, шашлăк тумалли мангалĕ те – пурте пÿртре, пĕр çĕртех.

Вăл кăмакана пĕр эрне хушшинчех ăсталать. Хакĕ те сумлă паллах. Ку вырăс кăмаки ĕнтĕ. Ĕçлекене ал-ура тăрантарать теççĕ ватăсем. Ялта Саша Алендеева вĕрентрĕм, манăн ĕçе малалла тăсать, маттур.

Ĕçре кăмака тăвас енĕпе ятарлă курссем те ирттернĕ. Плана кашнинчех çĕнĕлĕхсем кĕртеттĕм.

Руслан ывăлăма та кăмака тума вĕрентесшĕн. Хам пăхса кăна тăрăп, йăнăшсем çинче вĕрентĕр, хăй аллипе тусан вĕренетех.

– Юрий Сергеевич, эсир çÿлерех вырăс кăмаки çинчен каларăр. Чăваш кăмаки те пулать-и; Хальхи вăхăтра миçе тĕрлĕ кăмака ăсталаççĕ тата халăхра чи сарăлни хăшĕ-ши;

– Кăмакасем вырăс-чăваш, вырăс, вырăс-тутар тата ытти тĕрлĕ пулаççĕ. Вĕсем çинчен кĕскен çеç аса илтерсе хăварам. Вырăс кăмаки – паянхи кун вăл камин пек, кантăк витĕр вут-çулăм çунни курăнать. Асăннă ĕçе тĕрлĕ çĕнĕлĕх кĕртсе тăвасси çинчен çÿлерех тĕслĕх илсе патăм та ĕнтĕ.

Вырăсла-тутарла кăмакара вара хуранне лартса хăвараççĕ. Вырăсла-чăвашла кăмакара унăн умĕнче вучах тата хуран çакаççĕ. Халь хурансене ытларах ялсенче лаçра лартаççĕ, пÿртре çук. Таса вырăс кăмаки тума та кăмăллаççĕ, унта вара плити те пур. Кăмакаран кăварне плитине яраççĕ, унта вара яшки пиçет, кăмакинче вара – шаркку. Хăть мĕн калăр, кăмакари шарккăвĕ те, кукăлĕ те тутлăрах.

– Кăмакасем çинчен сăмах хускатнă май вулакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр; Хăш-пĕр çынсем ялсенче кăмакасене пăсман-ха.

– Газ пăрăхĕ çинче кăлтăксем сиксе тухсан кăмака хутма пулать. Юлашки вăхăтра нумай çын каланккасем те пулсан тутарттаратех. Кăмакасем пулсассăн вĕсене упраса хăварсан лайăхрах.

– Калаçу çăмхине сÿтнĕ май сирĕн йăхра строительсен тата педагогсен çемье династийĕ чăмăртанать пек. Йăнăшмастăп-ши;

– Çапла, тĕрĕс. Руслан ывăлăм та Мускав хулинче университетра строительсене хатĕрлекен факультетра вĕренчĕ. Алла диплом илсен, кантур ĕçĕ килĕшменрен, стройкăрах вăй хурать. Ятарлă бригадăна ертсе пырать вăл, сварщик пулса ĕçлет. Пĕтĕм ĕç патне алли пырать. Ялта пирĕнпе юнашарах капмар çурт çĕклерĕ, пĕтĕмпех хăйĕн вăйĕпе пурнăçлать.

Хам чертежсем ÿкерме юратнăран кĕçĕн хĕрĕм Марина та Хусанта художник-дизайнер пулса ĕçлет. Пĕчĕк мăнук та мăлатук тытса пăта çапма хăтланать, аслашшĕ пекех маттур строитель пуласса шанас килет.

Ку ĕнтĕ строительство енĕпе. Педагогика енĕпе те пур паллах. Хам та педагог, тепĕр хĕрĕм Людмила ют чĕлхесене вĕрентес енĕпе аслă пелÿ илнĕ. Мăшăрăм та ялти ача садĕнче ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Йăха тата династие тăсма мăнуксем çитĕнеççĕ.

– Пĕтĕм çут тĕнче, тăван тавралăх Çемье çулталăкне алă çупса кĕтсе илчĕ. Çавна май, паллах, вулакансене сирĕн çемйĕрпе тĕплĕнрех паллаштарас килет. Юратнă мăшăрăн ăнланăвĕпе пулăшăвĕ пулмасан çакăн пек çитĕнÿсем тăвас та çук ĕнтĕ.

– Юратнă мăшăрăм, Венера Димитриевна, кил вучахне упраканĕ. Пĕрре курсах килĕштернĕ, чунĕн тасалăхĕпе çепĕçлĕх-не туйнă. Училищĕре пĕрле ĕçленĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, килĕштерсе 37 çул пурăнатпăр. Пур ĕçе те пĕрле тăватпăр. Çемье бюджечĕ те пирĕн, паллах, пĕрле. Юратнă мăшăрăмпа виçĕ ачана кун çути кăтартса ?пĕр ывăлпа икĕ хĕре/ пурнăç çулĕ çине тăратнă. Паянхи кун виçĕ мăнукпа савăнса пурăнатпăр, йăх йышĕ хушăнасса та шанса кĕтетпĕр.

– Туслă çемьен, паллах, пĕр пек интерессем те пур пулĕ, çемье хоббийĕ тейĕпĕр…

– Паллах, эпир юрра-ташша кăмăллатпăр. Мăшăрăм ялти «Туслăх» фольклор ушкăнне çÿрет. Манăн та кăмăлăм çав тери пысăк, тивĕçлĕ канăва тухсанах ?хальлĕхе вăхăчĕ сахалтарах/ эпĕ те юрă-ташă ăстисен ретне тăрăп.

Ку – пĕрремĕшĕ. Иккĕмĕшне илсен – пирĕн çемье çут çанталăк тусĕ. Республикăра Экологи культурин çулталăкĕ пулнишĕн савăнатпăр тата ырлатпăр. Мăкăр ялĕн ĕçченĕсем яланах таврари тасалăхшăн пулнă, халĕ те тăрăшаççĕ. Эпир те мăнуксемпе çырма-çатрана çÿп-çапран тасататпăр. Пирĕн кил çумĕнчех плотина сарăлса выртать. Унта тĕрлĕ пулă ишет. Плотина лапамĕнче вара тĕрлĕ йывăç-курăк, чечексем ешерет.

Эпĕ, аслашшĕ, пулăсемпе паллаштаратăп, пулăçăн вăрттăнлăхне уçса паратăп. Мăшăрăм вара мăнуксене тĕрлĕ йывăç-курăкпа, эмел курăкĕсемпе тата чечексемпе паллаштарать. Пахча-çимĕç ăсти те вăлах, пĕрле акса-лартса çитĕнтереççĕ. Килте акса-лартса çитĕнтернĕ пахча-çимĕç техĕмлĕ те усăллă, ăна мăнуксем те ăнланаççĕ.

Ламран лама пыракан ырă йăлана кĕнĕ çемье апачĕсенчен пĕри – сертепе пултăран тата çăмах яшки. Мăнуксем те витамин яшки тесе юратсах çиеççĕ, кинĕм те кăмăллать. Мăшăрăм тутлă икерчĕ-кукăль пĕçерсе савăнтарать. Кăмакара пиçекен кукăль шăрши аякранах сăмсана кăтăк-лать, мăшăрăн пултарулăхне кура вара чăнах та чунăм савăнать. Уявсенче шашлăк тата чашлама хатĕрлесси вара манăн юратнă ĕç.

Раççейри – Çемье тата Чăваш Енри Экологи культурин çулталăкĕсенче пурне те çемьере килĕшÿпе ăнлану, тăнăç тата мирлĕ пурнăç, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатăп, кулленхи ĕçре е вĕренÿре ăнăçупа çитĕнÿ.

Надежда СТЕПАНОВА калаçнă

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *