Главная > Публикации > Техтĕрĕслев пуçланчĕ

Техтĕрĕслев пуçланчĕ

Çулсерен, çур акине пуçăниччен, округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем тата çавăн пекех техника тытакан уйрăм çынсем хăйсен техникине техтĕрĕслев витĕр кăлараççĕ.

Çак тĕллевпе Патшалăх технадзор инспекцийĕнче ятарлă график çирĕп-летнĕ. Унпа килĕшÿллĕн вырăнта техосмотр ĕçне йĕркелесе пыракан аслă инспектор Денис Егоров кашни ял территорине çитсе килĕ.

Техтĕрĕслев кăçал «Пионер» агрофирмăра пуçланнă. Унта, ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан, хăват- лă тракторсен йышĕ пысăк, вĕсем çулĕпе те «çамрăк». Çавна май хак-лав ĕçĕ те вăраха тăсăлман. Денис Егоров асăннă хуçалăхра механизаторсем техникăна типтерлĕ тытнине, кашни трактора техтĕрĕслеве лайăх хатĕрлесе çитернине палăртнă. Ыттисен камран ырă тĕслĕх илмелли пурах.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *