Вторник, 18 июня, 2024
Главная > Публикации > Кĕçĕн Çавал хĕрринче çамрăк армеецсем тупăшнă

Кĕçĕн Çавал хĕрринче çамрăк армеецсем тупăшнă

Канаш тăрăхĕнче иртнĕ эрнере «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем вĕçленнĕ. Вĕсем виçĕ куна пынă. Унта округри шкулсенчен пĕтĕмпе 30 команда хутшăннă. 8-шĕ — «Орленок», 15-шĕ «Зарница» тата тепĕр 7-шĕ «Зарничка» ушкăнта хăйсен ăсталăхне тĕрĕслесе пăхнă.

Финал вăййисем вĕçленнĕ хыççăн хаклав комиссийĕ «Орленок», «Зарница» тата «Зарничка» ушкăнсенче пуринче те пĕрремĕш вырăнсене Янкăлч шкулĕ çĕнсе илнине пĕлтернĕ. Ăмăртура çавăн пекех Ухман, Шăхасан, Энтрияль, Вăтакас Татмăш тата Шелттем шкулĕсен çамрăкĕсем те палăрнă.

Вăйă саманчĕсемпе фоторепортажра паллашма пултаратăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *