Чăваш Енри шахмат вăййин ăсти Марьяна Осипова Раççей первенствинче çĕнтернĕ.
Конкуренци пĕчĕк пулман. Ăмăртăва çĕршыври 75 субъектран 740 спортсмен килнĕ. Чăваш Енĕн спорт министрĕ Василий Петров пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн регионта 8 пине яхăн çын шахматпа кăсăкланать. Пĕтĕм Раççейри «Шахмат – шкулĕ» проект вара рес- публикăри 80 шкулта пурнăçланать.