Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви Çĕнтерӳ пулнăранпа 80 çул çитнĕ ятпа «Тимлĕ пул – сывлăха упрама вĕрент» проект пуçарнă.
Тухтăрсенчен тăракан йыш ветерансен сывлăхне тĕрĕслемешкĕн эрнесерен округсене çула тухать. Республикăн офтальмологи клиника больницин тĕп врачĕ, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп офтальмологĕ Ирина Васильева куçа упрасси, куç чирĕсенчен сыхланасси çинчен каласа парать.
– Ку йышра куç тухтăрĕ те пур. Тухса çӳреймен ватăсене килте пăхатпăр. Хамăрпа пĕрле портативлă оборудовани илсе çӳретпĕр: куç вичкĕнлĕхне, куç пусăмне, куç тĕпне тĕрĕслетпĕр. Диагноз лартнă хыççăн сиплев палăртатпăр. Паянхи кун тĕлне 6 округра пулма ĕлкĕртĕмĕр. Акă, сăмахран, Сĕнтĕрвăрри округĕнче пациента пăхни аса килет. Вăл 94 çулти кинемей. Икĕ куçĕнче те катаракта чирĕ. Куçĕ 10% çеç куратчĕ. Тăванĕсемпе, округри куç тухтăрĕпе сӳтсе явнă хыççăн икĕ эрнерен операци тутарма килчĕç. Паллах, хумхантăмăр. Çулĕсем те пур, пусăм та тăруках хăпарса кайма пултарать. Операцие çăмăллăнах ирттерсе ячĕ. Савăнăç куççулĕ те тухрĕ, 10-ран 60% куракан пулчĕ. Йĕпреç округĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 100 çулти ветерана пулăшу пани те маншăн чыс пулчĕ. План тăрăх, кашни кĕçнерникун çула тухатпăр, кашни округа çитме палăртатпăр.