Пятница, 18 июля, 2025
Главная > Публикации > Пӗрремӗш хут чарӑннӑ

Пӗрремӗш хут чарӑннӑ

Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта ку сезонра туристсен теплохочӗ пӗрремӗш хут чарӑннӑ. Вӑл – «Алдан».

Теплоход Чулхуларан тухнӑ. Ирхи 8 сехетре вӑл Шупашкарта чарӑннӑ. Унта вӑл 4 сехет тӑнӑ та каялла кайнӑ, ҫула май Козьмодемьянск хулинче 2 сехетлӗхе чарӑннӑ. Чулхулана теплоход вырсарникун ирхи 10 сехетре таврӑннӑ. Тепрехинче «Алдан» Костромаран тухса Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чарӑнӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *