Суббота, 17 октября, 2026
Главная > Публикации > Икĕ пин ытла ача хутшăннă

Икĕ пин ытла ача хутшăннă

Шупашкарта 10-мĕш хутчен ача садне çÿрекенсемпе çамрăк армеецсен парачĕ иртнĕ.

Моряксем, çăлавçăсем, сывлăш десант çарĕ… Хĕрлĕ Лапам тăрăх 2 пин ытла ача утса тухнă.

Яваплă мероприятие çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем 2 уйăх хатĕрленнĕ. Çак куна кашниех савăнса та хумханса кĕтнĕ.

Тăрăшни куçкĕрет. Чăн салтакла çирĕппĕн те маттуррăн, ретĕн-ретĕн илемлĕн утнă хастарсем. Уява  килнисем çитĕнекен ăрупа мăнаçланнине палăртнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *