Мускаври Борис Щукин ячӗллӗ театр институчӗ килес ҫул тата тепӗр ултӑ ҫамрӑка вӗренме илме хатӗр. Ҫакӑн ҫинчен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хӑйӗн соцсетьри пабликӗнче пӗлтернӗ.
Актер факультетӗнче вӗренекенсем общежитире тӳлевсӗр пурӑнӗҫ. Унтан вӗренсе тухсан вӗсене Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫлеме илӗҫ.
Вӗренме кӗрес ӗмӗтлисен 16-21 ҫулсенче пулмалла, чӑвашла пӗлмелле. Вӗсене театрта авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 14 сехетре тата 28-мӗшӗнче 11 сехетре итлесе пӑхӗҫ. Унта сӑвӑ, халап, монолог, юрӑ вӗренсе каймалла. Мӗнпур хайлав чӑвашла пулмалла.

