Канашра пурӑнакан Полина Васильева Пӗтӗм Тӗнчери туризм конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Вӑл «Путешествие по сладкой тропе Чувашии» проекчӗпе «Туристический код моей страны» конкурсри номинацире палӑрнӑ.
Ӑмӑртура 74 регионтан 600 ытла хутшӑнакан пулнӑ. Финала тӗрлӗ ӳсӗмри 100 ҫын тухнӑ.
Маттур ентеше малашнехи проектсенче те ӑнӑҫу сунатпӑр!

